НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Чăн-чăн паттăр çитĕнтернĕшĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 27.06.2025, 09:43 Просмотров: 310

Пучинке салинче пурăнакан Мелания Михайловна Андреевăна «Офицер амăшĕ» медальпе наградăланă.

Мелания Михайловна мăшăрĕпе виçĕ ачана кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Икĕ хĕрĕпе ывăлĕ хăйсем кăмăлланă профессие суйласа çĕршыва усăллă çынсем пулса çитĕннĕ, çемье çавăрса ача-пăчаллă пулнă. Мелания Михайловна мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Пучинкери вăтам шкулта вырăс чĕлхĕпе литературине вĕрентнĕ, хĕрарăмсен канашĕн председателĕ пулса вăй хунă, ял çинче хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Шел пулин те, савнă мăшăрĕн ĕмĕрĕ кĕске пулнă, ватлăх кунĕсене иккĕн шăкăл-шăкăл калаçса ирттерме шăпа тухман. Паянхи кун ветеран ачисемпе мăнукĕсен хÿтлĕхĕпе киленсе пурăнать. Тăван çĕршыва сыхлас ĕçе суйласа илнĕ ывăлĕшĕн çапах та чĕри ыратать. Амăш чĕринчен кунран кун сăрхăнса тухакан кĕлĕ ывăлĕсемшĕн асамлă управ, çăлăнăç пулни никама та иккĕлентермест. «Турă вăй патăр сире, салтак амăшĕсем!» - кашинех çак сăмахсене калас килет.

Тавах сире, Мелания Михайловна, чăн-чăн паттăр çитĕнтернĕшĕн. Тивĕçлĕ наградăпа сире чĕререн саламлатпăр!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译