Пирĕн кăмăл-туйăма тарăннăн кăсăклантаракан пулăмсене туллин уçса пама тивĕçлĕ кĕнекесен йышĕ çултан-çулах ÿссе пынишĕн мĕншĕн савăнас мар! Çакă вăл тăван республикăра хамăр тăрăхăн кун-çулĕпе тата паллă çынсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланакансен çемйи çав тери хăвăрт ÿснипе тачă çыхăннă-çке.
Тĕслĕх шыраса таçта кайма кирлĕ мар, тĕлĕнмелле кăсăклăх çуратакан пулăмсене вулакансем умне хăвăртрах кăларма вăй хушакан чĕнÿллĕ туйăмсене шыраса çичĕ ютра çÿрени нимĕн те парас çук пире. Мана хама тахçантанпа «Йĕпреç поселокĕн хисеплĕ çыннисем» ята илнĕ мухтавлă çынсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ питĕ интереслентерет. Эпĕ ку ыйтупа Йĕпреç поселок канашне тĕрлĕ çулсенче ертсе пынă пуçлăхсемпе чун-чĕрене уçса калаçма тăрăшнă. Халĕ те çак кăмăл-туйăмпа хавхаланатăп. Эпĕ астăвасса, пирĕн хула евĕрлĕ поселокра çак чыс-сума тивĕçнисем сахалăн мар. Чылайăшĕ вĕсем çинчен пачах та пĕлмеççĕ. Пирĕн шухăшпа, ку пулăмран хăтăлма тахçанах вăхăт çитнĕ! Пĕр тăхтаса тăмасăр «Вĕсем пирĕн чыс-хисепе тивĕçнĕ» ятпа самаях сумлă, энциклопеди шайне ларакан кĕнеке кăлармалла пирĕн.
Çак ĕçе манăн «Çĕнтерÿшĕн» хаçат редакцийĕн сотрудникĕсене те, Йĕпреç тăрăхĕнчи паллă таврапĕлÿçĕсемпе пичет ĕçне кăмăллакансене те явăçтарас килет. Асăннă кĕнеке тăсăмне малалла та пĕр чăрмавсăр тăсса пырасчĕ, ăна вĕçне тухма парас марччĕ. Апла-тăк, атьăр-ха, хаклă тус-тăванăмăрсем çак пархатарлăха сÿнтерер мар, ăна çĕнĕ туйăмсемпе пуянлатса пырса, малалла та шанчăклăн илсе пырар. Республикăн тĕрлĕ районĕсенче пулнă май, эпĕ чылай çĕрте ку ыйтăва çĕклетĕп те, ытларахăшĕ кĕнеке кăларас шухăшпа çур сăмахранах килĕшнине туйса тăратăп.
Тепĕр икĕ çултан, 2027 çулхи авăн уйăхĕнче, пирĕн района йĕркеленĕренпе юбилейлă çул çитет. Пархатарлă туйăмсем çуратакан пулăма кĕтсе илме хатĕрленсе, атьăр-ха, тус-тăванăмăрсем, хамăрăн хаклă та çывăх ентешĕмĕрсене халалласа «Йĕпреç поселокĕн хисеплĕ çыннисем» сумлă кĕнекене иккĕмĕш пурнăç парассине юлашки вырăна хăварар мар.
Геннадий Кузнецов
Август 2026 |
