...Тавралăхра Çимĕк кунĕ çиçсе тăнă ун чухне. Лаша кÿлсе Чăрăшкасси ялĕнчен тухнă тĕле вăхăт кăнтăрла еннелле сулăннă пулнă. Нина Гавриловнăпа Семен Прокопьевич Фокинсен иккĕмĕш ачи Йĕпреçе çитичченех çуралса хăйĕн янравлă сассине панă вăхăтра кăн-кăвак тÿпери асамлă хĕвел пайăркисем кăнтăрла çитнине уçăмлăнах систернĕ-мĕн. «Ку ывăла, район центрне пырса кĕричченех кун çути курнăскерне, Виталий ятлă хурăпăр», - тенĕ ял-йышри хисеплĕ çынсенчен пĕри, Чăрăшкассинчи ĕне фермине пултаруллăн ертсе пыракан, хăйĕн сумлăхĕпе «Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята илнĕ маттур чăваш. Вăл, Ленин ячĕллĕ колхозăн тăван ялĕнчи комплекслă бригадăна ăста ертсе пыраканскер, Чăваш Енре чи тухăçлă çĕрулми çитĕнтерсе - ăна кашни гектартан вăтам шутпа 600 центнер туса илсе пĕрремĕш вырăна тухнă пулнă, çавăншăн Семен Прокопьевича «Республикăри çĕрулми ăстисенчен чи лайăххи» хисеплĕ ятпа чысланă пулнă.
Чăрăшкассинчи Фокинсен бригадинче районта малта пыракансен слечĕсемпе канашлăвĕсене ирттернине, вĕсенче кашни хутĕнчех Семен Прокопьевич хăйĕн опычĕпе паллаштарнине ăçтан-ха манса кайма пултарăпăр эпир;
Пурăна-киле, çулсем хăвăрттăн иртсе пынă май, ашшĕн çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх пăхас ĕçри пĕтĕм вăрттăнлăхĕсене ăша хывнă Фокинсен иккĕмĕш ывăлĕ. Вăл хресчен ĕçне чун-чĕререн юратасси Виталий Демократиллĕ Германи республикинчен хĕсметрен таврăннă хыççăн уйрăмах уçăмлăн палăрнине пытармаççĕ ентешĕсем. Салтака кайичченех ДОСААФăн Улатăрти автошкулĕнчен водитель дипломне алла илсе тухнă-скершĕн çак професси чăннипех çăкăр çитерекенни пулса тăнă та. Сăмах майăн, Виталий Семенович тăван тăрăхра 53 çул ытла аллинчен машин рульне яман, халăх хуçалăхĕн стройкисене кирлĕ материал сахал мар турттарнă. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн кăкăрне автотранспортра нумай çул хушши аварисĕр ĕçленине çирĕплетекен Чыслăх палли илемлетет. Ку хисепе пирĕн районта тивĕçнисене пÿрне хуçса шутласа кăларма пулать.
Виталий хăйĕн пулас мăшăрĕпе паллашас тĕллевпе Хумпа Кĕтне юханшывĕсен хутлăхĕнчен тухман, вăл ăна тăван ялĕнчех, Чăрăшкассинчех кĕтсе тăнă иккен. «1978 çулхи чÿкĕн 8-мĕшĕнче пĕрлешрĕмĕр, мĕн паянхи кунчченех туслăн, килĕштерсе пурăнатпăр, - тет кил хуçи ыйту çемье çине куçнă май. - Галина Васильевна ача-пăча сывă та тĕреклĕ ÿстĕр, вăл хăйне мĕн кирлине пĕтĕмпех илтĕр тесе, кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшакан хĕрарăм пулчĕ. Колхозра пĕр ĕçрен те юлман манăн мăшăрăм. Ачамсем пурте пурнăçăн анлă çулĕ çине тухрĕç, ашшĕпе амăшĕн пулăшăвĕ кирлĕ пулмарĕ вĕсене. Кольăпа Сергей тата Оля ачисене сывă та тĕреклĕ ÿссе çитĕнтерме хăйсенчен мĕн килнине тăвассине самантлăха та кăлармаççĕ асран. Мăнукăмсем те аслисен пил-халалне чун-чĕрисенчех тытаççĕ, ваттисен вĕрентĕвне хăйсен ăс-хакăллăхĕпе пуянлатсах пыраççĕ».
Виталий Семеновичăн тепĕр лайăх енĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăмасăр иртеймĕпĕр. Вăл пирĕн районти ăста та пултаруллă культура ĕçченĕсенчен пĕри. Хăй вăхăтĕнче Хурамалти, Чăрăшкассинчи культура çурчĕсенче йĕркеленĕ пултарулăх коллективĕсенче ĕçленĕ. Тăван ялĕнчи культура çуртне ăста ертсе пыма, самаях пысăк опыт пухма ĕлкĕрнĕ вăл. Драма кружокĕсен ĕçне тĕлĕнмелле хастарлăхпа хутшăннă, куракансем кăмăллакан сăнарсене юратса калăпланă. Унăн ăсталăхĕпе хастарлăхне пучинкесем те питĕ лайăх пĕлсе тăраççĕ, маçтăр кунти сцена çинче те пĕрре кăна мар хăй мĕнле рольсенче палăрма пултарнине кăтартса панă-çке.
Виталий Семенович ялта пурăнакан арçынсен пур ĕçне те ăста тата кăмăла каймалла пурнăçлакансенчен пĕри. Анчах та вăл ку енĕпе хăй мĕнле пултарулăх кăтартма хăюлăх çитернипе пĕрре те мăнаçланмасть.
Виталий Фокин тĕлĕнмелле пысăк ăсталăх пухнă утарçă пулнине пĕлмен çын пур-ши пирĕн тăрăхра; Хурт-хăмăрçă тытакан утар пек паха утар пур-ши тек Йĕпреç енче; +акна татса калама çăмăл мар. Ку ыйтăвăн хуравне пĕлес тесен, вăрманлă-юханшывлă хутлăхра вырнаçнă утарсене пурне те тĕпчесе пăхса тухмалла. Апла тусан та Чăрăшкассинчи Фокинсен утарĕпе танлашаканни тупăнмĕ.
- Пирĕн çемьере вĕлле хурчĕсем ĕрчетессине тахçанах кун йĕркинче тытнă, - калаçу сĕмне «тĕксĕлме» парасшăн пулмарĕ кил хуçи. - Эпĕ хам, акă, ялти шкула çÿренĕ вăхăтрах тăван тăрăхри паллă утарçăсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансах тăнă. Чăрăшкассинчи Даниловсене, Степанова пĕлменнисем çук та пулас Хумпа Кĕтне хутлăхĕнче. Май çитнĕ таран эпĕ хам та вĕсен канаш-сĕнĕвĕсене тăнлаттăмччĕ, вĕсем пек тăвассине тĕпе хураттăмччĕ.
Хурт-хăмăр пăхасси вăл, тем тесен те, икĕ карчăк çурт умĕнчи тенкел çинче хăйсен пурнăçĕ çинчен васкамасăр халапласа ларни мар. Утарçă пулас тесен, ĕмĕр тăршшĕпех вĕренни, ыттисем лайăх тума сĕннине вăраха ямасăр ĕçпе çирĕплетсе пыни кирлĕ. +ак сĕнĕве чи мала хумаллине вĕрентсе каласшăн та хăйĕн калаçăвĕнче паллă утарçă, çанталăк кирек мĕнле пулсассăн та пылак продукци илессине çултан-çулах ÿстерсе пыма ăнтăлакан Виталий Семенович.
Ку тарана çитиччен пухăнса кайнă Хисеп хучĕсемпе дипломĕсем йышлă унăн. Юрă-кĕвĕ тĕнчинче тунă ÿсĕм-çитĕнĕвĕсене палăртакан наградисем кăна аллăран та иртеççĕ. Аграрире тунă кăтартăвĕсемшĕн панă Тав çырăвĕсем çеç вуннă ытла. Пĕтĕмлетерех каласан, пĕр самант та çынсăр, халăхсăр ларман искусство ăсти. Ентешĕсем те, пĕлменнисем те юратаççĕ ăна, сцена çине тухсан хăйне чăн-чăн артист пекех пултаруллăн тытакан Виталий Фокина. «Унра Виталий Адюкова аса илтерекен вăрттăн сăнар пытарăннă», - теççĕ ăна лайăх пĕлекенсем, пултарулăх ĕçне тĕрĕс хаклама ăсталăх çитерекенсем.
Халĕ Виталий Семенович М-12 автоçул çинче ĕçлет. Коллективра ырă ятлă та хисеплĕ çын вăл. ,çрен пушансан, ветеран Йĕпреçри культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнне çÿрет, ытти хастарсемпе пĕрле куракансене савăнтармалли çĕнĕ номерсем хатĕрлеме хутшăнать.
Ырма пĕлмен чун-чĕринче Хум юханшывне пуянлатма пулăшакан иксĕлми хавхалану тапса тăнă тапхăрта Виталий Фокин сцена çинче тĕрлĕпĕр фокуссем кăтартнипе пĕрлех районти чи пысăк колхозри комсомол организацине ертсе пынă, кунти яш-кĕрĕм ĕçре ырă тĕс-лĕхсемпе палăрнисĕр пуçне физкультурăпа спортра та, пултарулăх смотр-конкурсĕнче те малтисен йышĕнче пулнă. «Дружба» колхоз хурамалсенчен уйрăлса тухнă хыççăн Семен Прокопьевичăн ывăлне çĕнĕ хуçалăх пуçĕнче тăма шаннă. Пĕтĕмлетсе калас-тăк, ялти хисеплĕ çыннăн хастар ачи ял-йыш шанăçне тÿрре кăларас тĕллевпе хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшнă. «Иккĕленсе тăман, мĕн хушнине ĕçпе çирĕплетме васканă», _ тет пенсионер, çав тапхăра куçĕ умне кăларнă май.
Пытармасăр каласан, Виталий Семеновичра ашшĕне вăй-халпа хавхалану кÿрсе тăнă лайăх палăрăмсем пурте упранса юлнă темелле. Унăн килĕнчи ялхуçалăх техникин паркне пуян колхозăн мастерскойĕпех танлаштарма пулать. Вăл ял-йыша тĕрлĕ ĕç туса пулăшать.
...Иртнĕ юнкун, çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Валерий Романова шанса панă садри кану кĕтесĕ Виталий Семеновичăн хаклă та çывăх тус-тăванĕсене тараватлăн йышăнчĕ. +уллахи илĕртÿллĕ каçăн лăпкă ытамĕнче юбиляра ырлăх-сывлăх сунса янранă ăшă та çепĕç юрă-кĕвĕ чылайччен илтĕнсе тăчĕ...
Геннадий Кузнецов
Август 2026 |
