Мĕн пĕчĕкрен ачасене ырă ĕç тума вĕрентсе çитĕнтернине мĕн çиттĕр! Акă тинтерех кăна «Вода России» экологи акцийĕ пулчĕ.
Акцие кашни çулах аслисемпе пĕрле шкул ачисем те хутшăнса çутçанталăка упрас ĕçе хăйсен тÿпине хываççĕ.
Экологи субботникне Эйпеç ял тăрăхĕн ачисем хаваспах хутшăннă. Вĕсем Эйпеçпе Вăтаел ялĕсенчи пĕвесен çыранĕ хĕррипе сапаланса выртакан çÿп-çапа пухнă, шыва кĕме юраман вырăнсенче асăрхаттаракан плакатсем çакса хăварнă. Ачасем ĕçрен хăрамаççĕ, тавралăха тирпей-илем кÿрсе ĕçе хăнăхаççĕ тата пуриншĕн те усăллă ĕç тăваççĕ-çке вĕсем. Ял илемĕшĕн тăрăшасси унта пурăнакан кашни çыннăн, çав шутра ачасен те, тивĕçĕ пулмалла.
Никама та айăплас килмест, анчах та хăш чухне çула çитнĕ çынсем хăйсене пĕчĕк ачаран та айванрах тытаççĕ% алри çÿп-çапа урампа утса пынă çĕртех пĕр намăсланмасăр, именмесĕр персе хăвараççĕ. Ахăртнех çакăн пек çынсен ачисемпе мăнукĕсем те çакнашкалах хăтланаççĕ. Çутçанталăка, шыв хĕрне канма тухсассăн та чылайăшĕ хăйĕн хыççăн тасатса хăварма «манать». Культура, тасалăх, çутçанталăка перекетлемелли, хамăр пурăнакан тавралăха тирпейлĕ тытмалли çинчен илтмен те-ши вĕсем?
Ачасем - тĕкĕр çинчи аслисен мĕлки, теççĕ. Апла пулсан, кашнин çитĕнекен ăрăва ырă тĕслĕх кăтартса пымалла. Тирпей хамăртан пуçланать тенине асра тытасчĕ.
Анна Михайлова
Август 2026 |
