НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çĕр участокне тÿлевсĕр парĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 11.06.2025, 10:56 Просмотров: 656

Ятарлă çар операцийĕн участникĕсене тĕрлĕ пулăшу мерисемпе тивĕçтереççĕ. Çав шутра - тÿлевсĕр çĕр участокĕсемпе те. Шупашкарта çак тĕллевпе Заволжьере лаптăксем уйăрнă.

Тÿлевсĕр çĕр участокĕсене Раççей Федерацийĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ е Раççей Федерацийĕн орденĕпе наградăланă, çар хирĕçтăрăвĕсен ветеранĕ ята илнĕ СВО участникĕсен е вилнĕ пулсан вĕсен çемье членĕсен илме право пур. Çавăн пекех Чăваш Республикин территорийĕнче регистраци пулмалла. Заявленисене хулари тата муниципалитетсенчи нумай функциллĕ центрсенче йышăнаççĕ.

«Республикăра ятарлă çар операцийĕн участникĕсене пулăшас тĕллевпе чылай ĕç-хĕл пурнăçланать. Вĕсем çар çыннисен мирлĕ пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕллевлĕ. Чăваш енри нумай функциллĕ центрсенче СВОна хутшăннă пирки справка илме май пур. Малтан ăна илме çар комиссариачĕпе çар чаçне ыйтса ямалла пулнă. Халĕ документсене кĕске вăхăтра йĕркелеме пулать, çавна май федераллă тата регионти пулăшу мерисене тивĕçме ансатрах», - палăртнă Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Дмитрий Краснов.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译