НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Професси кунĕ ячĕпе - савăнăçлă уяв

Категория: Публикации Опубликовано: 11.06.2025, 10:53 Просмотров: 628

Йĕпреç муниципалитет округĕн культура аталанăвĕн центрĕнче иртнĕ ытларикун Медицина ĕçченĕсен кунне халалланă савăнăçлă мероприяти пулнă.

Унта районти тĕп больница коллективĕ йышлăн пуçтарăннă. Сывлăх сыхлав-çисене - тухтăрсемпе медсестрасене тата ку  сферăра тăрăшакан ытти ĕçченсене професси уявĕпе саламласа Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов, тĕп врач Анастасия Михайлова, ветерансен канашĕн председателĕ Галина Наумушкина сăмах тухса каланă. Вĕсем сывлăх сыхлав сферин  юлашки çулсенчи аталанăвĕпе çитĕнĕвĕсем çинче чарăнса тăнă, хамăр енчи медицина учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă, ку тытăмра чылай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçлесе чыс-хисепе тивĕçнисене наградăсем панă.

Савăнăçлă мероприятин иккĕмĕш пайĕнче культура çуртне пухăннисем концерт курнă. Уяв тĕлне  хатĕрленĕ программăра больница тытăмĕнче тимлекенсене пĕрлештерекен  ансамбль лартнă «Смуглянка» ташă та пулнă. Çапла медицина ĕçченĕсем чирлисене сиплеме, кирлĕ сĕнÿсемпе консультацисем пама кăна мар, пур енĕпе те маттур, юрлама-ташлама та  ăста. Илемлĕ пултарулăх коллективĕ ку хутĕнче те курса ларакансен кăмăлне тивĕçтермеллипех тивĕçтернĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译