НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Ачасем тивĕçлĕ условисенче вĕренччĕр»

Категория: Публикации Опубликовано: 11.06.2025, 10:40 Просмотров: 530

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнисене пурнăçласа Йĕпреç округĕнче чылай строительство ĕçĕсене пуçланă. Объектсенче лару-тăру мĕнлерех пулнине Йĕпреç округĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов пĕлсех тăрать.

Йĕпреçри Мухтавпа Астăвăм скверне хăтлăх кĕртес ĕç кал-кал пырать. Кĕлĕмкасси салинчи шкулне капиталлă ремонт тăваççĕ. Пучинке шкулĕн территорине хăтлăх кĕртес ĕçе пуçăннă. Хурамал салинче 150 вырăнлă вĕр çĕнĕ культура çуртне туса пĕтермелле. Çак объектсем паянхи  куна мĕнле шайра пулнипе Игорь Геннадьевичпа пĕрле район прокурорĕ Василий Николаев ĕçлĕ çулçÿреве тухса паллашнă.

Прокурор юсавпа строительство ĕçĕсене вĕçлеме палăртнă сроксене тĕрĕсленĕ,  объектсене хак панă. Çавăн пекех вĕсем округ пуçлăхĕпе вырăнти территорисен инфратытăмне малалла аталантармалли мерăсене сÿтсе явнă.

«Пирĕн тăрăхри социаллă объектсем мĕнле улшăннине курма кăмăллă. Подрядчиксем графика тытса пыни, ĕç пахалăхĕ кирлĕ стандартсене тивĕçтерни уйрăмах савăнтарать. Ку объектсем - пирĕн çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатма пулăшаççĕ. Уйрăмах тимлĕх шкулсем çине - ачасем тивĕçлĕ условисенче вĕренччĕр», - палăртнă Игорь Семенов.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译