Шупашкарти пĕр арçын патне суд приставĕсем килсе унăн 400 пин тенкĕ парăма татмалли пирки асăрхаттарнă. Арçын ăнланман, ара, вăл нимĕнле кредит та илмен-çке-ха!
Ĕç-пуç вара çапла пулса тухнă иккен: 2021 çулхи кăрлач уйăхĕнче ултавçăсем суя паспортпа усă курса ун ячĕпе икĕ банкра кредитсем илнĕ. Çултан çул парăм пухăнса пынă.
Арçын Ленин районĕн прокуратуринчен пулăшу ыйтнă. Тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн материала полицие панă, унта вара уголовлă ĕç пуçарнă.
Август 2026 |
