Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 67 çулти арçын ултавçăсене 60 миллион тенкĕ куçарса панă...
Пăтăрмах çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче пуçланнă. Çавăн чухне арçын патне домофонсене пăхса тăракан организаци çынни текенскер шăнкăравланă. Çĕнĕ уçă илме смс-çырури кода ыйтнă. Арçын телефонпа шăнкăравлакана çак кода каланă.
Унтан хайхипе Росфинансмониторингпа Федерацин хăрушсăрлăх службин ĕçченĕ текенсем çыхăннă. Унпа форма тăхăннă ултавçăсем те видеоçыхăнупа калаçнă, вĕсем арçын хăйĕн укçисене çухатма пултарасси çинчен пĕлтернĕ. Ятарлă службăсемпе калаçма урăх телефон та туянма сĕннĕ.
Арçын темиçе кунта 60 миллион тенкĕ ытла такамсене куçарса панă, лешсем укçа Тĕп банкри ятарлă счет çинче упранать тесе суя справка та ярса панă. Ку ĕç пирки тĕрĕслев пырать.
Август 2026 |
