«Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ» федераллă программăпа Чăваш Тимеш салинче ачасене валли вăйăпа спорт площадкине туса пĕтернĕ.
Ĕçе мĕнле пурнăçланипе Йĕпреç муниципаллă округăн пуçлăхĕ Игорь Семенов хăй пырса паллашнă. Строительсен ĕçĕпе кăмăллă юлнине палăртнă вăл. Çакăн пек площадкăсене тунă чухне ачасем сусăрланас хăрушлăха чакарма пулăшакан йĕркесемпе нормăсене пăхăнса пурнăçлаççĕ.
«Ятарлă программăсем ялсемпе саласене илемлĕрех, хăтлăрах тума пулăшаççĕ. Ачасемпе çамрăксем пушă вăхăта усăллă ирттерме условисем пурри - паха. Кунта пĕчĕккисем уçă сывлăшра пĕрле пухăнса хаваслă вăйăсем выляса аталанма, çамрăксем вара спорт инвентарĕсем çинче кĕлеткисене çирĕплетме пултараççĕ. Канмалли вырăн тĕрлĕ çулсенчи ял-йыша хăйĕн тавра пухатех», - палăртнă Игорь Геннадьевич.
Площадкăна савăнăçлă лару-тăрура, хĕрлĕ хăю кассах çĕртмен 3-мĕшĕнче уçнă. Игорь Семенов пысăк та савăнăçлă пулăмпа ял-йыша саламланă. Чăваш Тимеш тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Дмитриев тата депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Лариса Хуснетдинова ача-пăча площадки ялăн сăн-сăпатне татах та илемлетнине, ачасемпе çамрăксен тата ашшĕ-амăшĕсен ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнипе питĕ кăмăллă пулнине палăртнă.
Чăваш Тимшĕнче пурăнакансем вĕсен ялĕнче ачасемпе çамрăксене валли усăллă ирттермелли ятарлă вырăн туса панишĕн питĕ хĕпĕртенине палăртнă. Ача-пăчан хаваслă сасси темччех янăрарĕ çак кун лаптăкра.
Спорт тата канмалли лаптăкĕсем Туçа ялĕнче тата Йĕпреç поселокĕнче виçĕ тĕлте тума палăртнă. Вĕсене халăх пуçарăвĕ çинче никĕсленнĕ программăпа çывăх вăхăтра пурнăçа кĕртме тытăнасси çинчен пĕлтернĕ Йĕпреç муниципаллă округăн пуçлăхĕ Игорь Семенов.
Анна Михайлова
Йĕпреç МО администрацийĕн пресс-службин сăнÿкерчĕкĕ
Август 2026 |
