Раççейĕн чрезвычайлă лару-тару министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа пирĕн республикăра шывра 4 çын пурнăçĕ татăлнă. Юлашки тĕслĕх çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче пулнă. Атăл юханшывĕнче 49 çулти арçын путса вилнĕ.
Пĕлтĕр Чăваш Енре шыв çинче 28 çын вилнĕ, вĕсенчен виççĕшĕ - ачасем (2023 ç. 21 çын пурнăçĕ татăлнă, çак шутра - 5 ача).
Шывăн турачĕ çук тенĕ ваттисем. «Шыва кĕме юрамасть» тесе палăртнă вырăнсенче шыва ан кĕрĕр, ачасене хăйсене тĕллĕн пĕве хĕррине ан ярăр.
Август 2026 |
