НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Хисеплĕ мăшăра медальсемпе чысланă

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2025, 10:07 Просмотров: 501

«Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа - 80 çул» юбилей медалĕсемпе «вăрçă ачисене» чысласси ырă йăла пулса тăчĕ. Хаяр тăшмана пула вĕсем ачалăхсăр юлнă, терт-нушаллă, выçăллă-тутăллă ÿснĕ, аслисемпе тан пилĕк авнă, пур йывăрлăха та тÿсĕмлĕн чăтнă.

Муниципаллă округ администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Светлана Козлова тата Хурамал территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Евграфов Хурамал салинче пурăнакан Николай Никифоровичпа Раиса Петровна Кузюковсене çак медальсене парса чысланă. Çакăнпа пĕрлех хăнасем хисеплĕ мăшăра çемье çавăрнăранпа 67 çул çитнĕ ятпа та ăшшăн саламланă.

Кузюковсем хăнасене хăйсен ачалăхĕ пирки, çемйи çинчен каласа панă. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Раиса Петровна Йĕпреç тăрăхне 1955 çулта ĕçлеме килнĕ. Ăна, дипломлă çамрăк специалиста, Хурамал салинчи шкула ĕçлеме янă. Раиса Петровна ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Çакăнта Хурамал каччипе Николай Никифоровичпа палашнă та çамрăк вĕрентекен. Çирĕп туслăх кĕçех юратăва куçнă. 1958 çулта вĕсем çемье çавăрнă. Пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса, ăнланса 67 çул пĕрле пĕр çулпа утать мăшăр.

Николай Никифорович ветеринар специальноçне алла илнĕ. Выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ хăйĕн ĕçне юратса, яваплăха туйса пурнăçланă. Тăрăшуллă та ĕçчен арçынна 1970 çулта Ленин ячĕллĕ колхоз председателĕ пулма шаннă. Çак ĕçре вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех - 1994 çулчченех - тимленĕ. Николай Никифорович ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Хурамал салин хисеплĕ гражданинĕ ятсене тивĕçнĕ. Вĕсем Раиса Петровнăпа иккĕшĕ те тыл тата ĕç ветеранĕсем. ,çри тăрăшулăхпа çитĕнÿсемшĕн чысланă Хисеп хучĕсем тем чулах вĕсен.

Мăшăр тăватă ывăл çуратса ÿстернĕ. Пилĕк хутчен асатте-асанне пулнă вĕсем. Мăнукĕсем хăйсем те çемье çавăрса ачаллă пулма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Кузюковсем мăнукĕсен 4 ачине алла илсе лăпканă. «Пирĕн пек йывăрлăхсене нихăçан та ан курччăр мăнуксем. Телейпе çÿреччĕр», - теççĕ ветерансем. Ачисемпе мăнукĕсем хушшинче ашшĕпе аслашшĕ çул-йĕрĕпе каякансем пур - ветеринар династийĕ малалла тăсăлать Кузюковсен йăхĕнче.

Текех çамрăк мар пулин те, Николай Никифоровичпа Раиса Петровна тепĕр вăйпиттисенчен те хастартарах. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕскерсем, паян та алла усса ларма пултараймаççĕ вĕсем. Хĕвелпе выртаççĕ те, хĕвелпе тăраççĕ. Пур ĕçе те хăйсен вăй-халне, ыранхи куна шанса туслăн пуçăнаççĕ. Çĕре пăрахмаççĕ, пахчара тĕрлĕ çимĕç, улма-çырла ÿстереççĕ, выльăх-чĕрлĕх те усраççĕ. Пур енчен илсен те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ Кузюковсем çамрăксене.

Хăнасем Николай Никифоровичпа Раиса Петровнăна çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, савăнăçпа телей суннă.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译