Çимĕк çывхарать. Çак куна кашниех хăй çуралнă тăрăхне çитме тăрăшать. Çимĕкре халăх тăванĕсемпе пĕрле пухăнса çут тĕнчерен уйрăлса кайнă çывăх çыннисене асăнма масар çине каять. Уяв умĕн кашни ял-саларах çывăхри масарсенче тирпейлесе тасатас ĕçе йĕркелеççĕ.
Пысăк Упакасси ялĕн масарĕнче ял тăрăх администраци тăрăшнипе тата ял-йыш (вĕсен йышĕнче Шĕпекечре пурăнакансем те) хастарлăхĕпе кашни çулах субботник иртет. Кăçал та çапла пулчĕ. Хыт-хурапа туратсене, симĕс курăка, çÿп-çапа пуçтарнă. Тепĕр пысăк ĕçе те тума май килнĕ - картана куçарса лартнă. Йышпа темле йывăр ĕç те çăмăлланать.
Çĕрпÿелсемпе Пĕчĕк Патăрьелсем те вырăнти масара тирпейленĕ. Типсе кайнă курăка, йывăç-тĕмсене касса пухнă, çÿп-çап контейнерĕсене пушатнă, ешерсе çĕкленнĕ симĕс курăка çулса пуçтарнă.
Çирĕклĕсем пысăк йышпа, 70 яхăн çын, сăваплă ĕçе кар! тăрса тухнă. Кашниех хăйĕн тÿпине хывасшăн. Унсăрăн мĕнле-ха! Ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă тус-тăвансен вил тăприсене таса тытмалла, çакă лăпкă çывăракан çывăх çыннăмăрсене хисепленине те, манманнине те палăртать.
Анна Евграфова
Август 2026 |
