Раççей ФСБ тытăмне кĕрекен пограничниксем - чи маттур салтаксем пулнине «Çĕнтерÿшĕн» хаçата вулакансем пĕлеççех.
Пăлхавăрлă 90-мĕш çулсенче Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкасси ялĕнче пурăнакан Вячеслав Алексеевичпа Вера Степановна Алексеевсем аслă ывăлне - Юрăна - çĕршыв чиккисене тимлĕн сыхламашкăн пил панă. Юра Алексеевăн ăрăвĕ ĕмĕрсерен Тăван çĕршыва хăюллăн хÿтĕленĕ. Аслашшĕпе кукашшĕ Алексей Спиридоновпа Иван Тимофеев пирĕн çĕр çине тапăнса кĕнĕ нимĕç фашисчĕсене хăйсен «йăвинелле» хÿтернĕ. Пĕчĕк Юра стена çинчи сăнÿкерчĕксене тинкерсе вĕсем пек пулма ĕмĕтленнĕ.
1991-1993 çулсенче симĕс пакунлă чăваш каччи аслă та анлă çĕршывăн чиккине сыхлассипе çыхăннă хĕсмечĕ Байкал леш енчи заставăсенчен пĕринче - «Аргунь» погранотрядра - Китай чиккинче пуçланнă.
30 çул каярах пограничник пулнă Кĕлĕмкасси ывăлĕ паянхи кун та хÿтĕлев постĕнче. Халĕ Юрий Вячеславович Алексеев СВОна тĕрлĕ енлĕ пулăшакан хастар. Хăйĕн тимĕре шăратса çыпăçтаракан мастерскойĕнчен Донбасс хÿтĕлевçисем патне тимĕр кăмакасем, тĕрлĕ конструкцисем туса ăсатать. Çавăн пекех вăл Кĕлĕмкасси ялĕн хастар старости те.
Кĕлĕмкасси тенĕрен... кунта хĕрÿ чĕреллĕ, малĕмĕтлĕ пограничник пулнă харсăрсем чылай. Леонид Прокопьев, Александр Исаев, Владимир Алексеев ялти ятлă çынсем. Кĕлĕмкасси ял тăрăхне кĕрекен Туçа ялĕнче те вĕсем чылайăнах. Андрей Яковлевпа Андрей Семенов çине тăрса тăрăшнипе ял пограничникĕсене халалласа палăк-стела туса лартнă.
Чăваш поэтесси Надежда Чечекпи пограничниксем çинчен хитре йĕркесем çырнă. «Саламлатăп сана, пограничник!» ятлă вăл.
Кайăксем халь куçне хупнă,
Çăлтăр çути палăрмасть.
Сĕм вăрманĕ ыйха путнă -
Пограничник çывăрмасть.
Чикĕре вăл кунĕн-çĕрĕн
Тек сыхлать канлĕ ыйха.
Вăл пулсан çĕршывăм пирĕн
Ялан сыхă - çав паха.
Саламлатăп, пограничник,
Праçникпе сана паян.
Эс - патвар, чăн-чăн
отличник,
Нихăçан ан пул наян!
Пограничниксен кил ăшшине маттуркка хĕрĕсемпе мăшăрĕсем хĕмлентерсех тăччĕр, тетĕп. Ку енĕпе, калăпăр, Юрий Алексеевăн питĕ çирĕп тыл. Марина мăшăрĕ Юрăна пур енчен те пулăшса пыракан «старшина», вĕри апат ялан хатĕр, пахчара розарий, кил-çурт таса, пысăк сад чуна уçать. Любăпа Саша хĕрĕсем, Миша ывăлĕ ĕçченлĕхĕпе, творчествăри пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Саша, сăмахран, чылай пысăк калăпăшлă проза хайлавĕсем çырать. Миша, танкистсен дивизийĕнче хĕсметре пулнăскер, хăйĕн бизнесне уçнă.
- Телее хамăрăн туптамалла, унăн уççине пĕр хăрамасăр ачасене тыттармалла, - тет Юрий Алексеев пограничник.
Анатолий Абрамов
Август 2026 |
