Çу уйăхĕн 24-мĕшĕ пин-пин чăваш яш-кĕрĕм пурнăçне çав тери паллă кун пек кĕрсе юлĕ. Шăпах çак кун 9-мĕш тата 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ.
Малĕмĕтлĕ çамрăксен умне пурнăçри чи кăткăс ыйтусенчен пĕри тухса тăрать çак кун: малашлăха мĕнле профессипе çыхăнтармалла.
Йĕпреç муниципалитет округне кĕрекен Кĕлĕмкасси вăтам шкулĕн 11-мĕш класĕнчен кăçал 3 пикепе 1 яш вĕренсе тухрĕç. Енчен те асăннă шкула Мереçен, Алшик, Туçа, Анатри Кĕлешкасси ялĕсен ачасем вĕренме çÿренине шута илсен нумаях мар темелле.
Истори страницине уçсан çакна калама пулать: 1975 çулта çак шкултан пĕр Кĕлĕмкассинчен çеç 40 ача вĕренсе тухнă. Шăп та шай 10 хут нумайрах.
Республикăри «Çĕнтерÿпе çĕнтерÿçĕсене ÿкеретпĕр» конкурс çĕнтерÿçи, 11-мĕш класс пĕтерекен Кира Семенова медицина ĕçченĕ пуласшăн, çавăнпа та Кира хими, биологи предмечĕсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Хĕрупраç çинчен çакна та хушса каламаллах: юлашки 3 çул хушшинче Кира шкулти «Зарница» отрячĕн командирĕ пулчĕ. Пике çĕршыв хÿтĕлевçисен еннелле туртăннин темиçе сăлтав: пĕрремĕшĕ – аслă кукашшĕпе аслă кукамăшĕ, Серафимпа Мария Абрамовсем, Аслă çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ, иккĕмĕшĕ – куккăшĕ Сергей Михайлов батальон командирĕ Донбасс çĕрне хÿтĕлесе 2022 çулта Луганскра пуç хунă, виççĕмĕшĕ – ашшĕ Анатолий Семенов офицер СВОра. Кирăпа унăн юлташĕсем – Владимир Алексеев, Анастасия Александрова, Анастасия Карпова – класс ятне ямарĕç, тăрăшса вĕренчĕç, районти, республикăри турнирсенче, олимпиадăсенче, конференцисенче палăрчĕç. Маттурсемех!
Юлашки шăнкăравра, паллах, вĕрентекен ят-сум сăмахне тивĕçлĕ. Кирăпа тусĕсем шкул директорне Александр Ильмухина, чăваш чĕлхи вĕрентнĕ Галина Григорьевăна, Пушкинпа Лермонтов çулĕ çине туртнă Надежда Степановăна, формулăсен вăрттăнлахĕсене уçнă Валентина Исаевăпа Светлана Беловăна, çарпа патриотизм ялавне çÿле çĕклеттернĕ Владислав Пашкова тав турĕç.
Сумлăран та сумлăраххисем – пĕрремĕш учительпе класс ертÿçи. Çак кун Наталья Валериановăпа Елена Шемякина чечек çыххисем чылай йышăнчĕç.
Кирăпа тантăшĕсене халалласа çак йĕркесем çуралчĕç:
Ман шкулăм, эсĕ – пурнăç çулĕ!
Чи малтанхи сас паллисем,
Пĕлÿ тĕнчи, пĕлÿ кун-çулĕ,
Океансем те тинĕссем!
Ман шкулăм, эсĕ – пурнăç çулĕ!
Юлташăмсем те тусăмсем!
,мĕрлĕхех ман шкулăм пулĕ
Пурнăçăмри çунатăмсем!
Ман шкулăм, эсĕ – пурнăç çулĕ!
Вĕрентекен, Сире тавах!
Ĕçÿ, ăсу Улăп пек юлĕ.
Вĕрентекен – мерчен-ахах!
Йĕс шăнкăрав та шăнкăртатрĕ,
Ман шкулăм сулчĕ аллине.
Çĕн кун çĕн тĕллевсем çуратрĕ.
Илтсемĕр шкулăн пехилне!
Анатолий Абрамов,
педагог-журналист
Автор сăнÿкерчĕкĕ
Август 2026 |
