Çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче «Хыпар» Издательство çуртĕнче çамрăк корреспондентсен VII-мĕш слечĕ иртрĕ. «Тантăш» хаçатпа «Тетте» журналăн чи çывăх тусĕсем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăнчĕç.
Унта Çăкалăх шкулĕнчи Марина Васильева, Арина Константинова, Юля Иванова, Игорь Васильев вĕренекенсем тата Мария Орлова вĕрентекен пулса курчĕç.
«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ Виктория Вышинская пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, юратнă кăларăмсемпе тачă çыхăну тытнăшĕн тав турĕ. «Чăваш хаçат-журналне малалла та аталантарасчĕ, малашне те пĕрлех пулар», - терĕ «Тантăшăн» редакторĕ Елена Атаманова.
Слетра «Тантăшăн» чи хастар авторĕсене, хаçат-журнал ирттернĕ конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç.
4-мĕш класри Марина Васильевăпа 9-мĕш класри Аня Артемьева «Тантăш» хаçатăн 2024 çулхи чи хастар авторĕ ятне илчĕç. Арина Константинова «Тантăшра» пичетленнĕ чи лайăх сăвăшăн диплома тивĕçрĕ.
«Чăвашла çырнă чи лайăх калав» номинацире 6-мĕш класри Юля Иванова çĕнтерчĕ.
Марина та, Арина та, Юля та медиасферăра анлă ĕçленĕшĕн Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологин тата журналистикин хисеп хутне илчĕç.
Мария Орлова Чăваш Ен Пуçлăхĕн çамрăксен политикин управленийĕн тав хутне тивĕçрĕ.
Тĕрлĕ ăсталăх класĕсем те иртрĕç. Çăкалăхсем телекăларăм валли сюжетсем хатĕрлес вăрттăнлăхсене вĕренчĕç. «Ирхи кăмăл» кăларăмăн ертÿçи ертсе пырасси, сюжет çырасси, «телевизор хыçĕнче» камсем ĕçлени пирки каласа пачĕ. Практика пайĕнче ачасем съемкăра пулнине тата эфира тухнине хăйсем çинче туйма пултарчĕç.
Слет çÿллĕ шайра иртрĕ. Кашниех хавас кăмăл-туйăмпа сыв пулашрĕ.
«Кун пек мероприятисене татах та килсе курасчĕ», - терĕç ачасем.
«Тантăш» хаçатăн ĕçченĕсене, «Хыпар» Издательство çуртне слета чĕннĕшĕн тав тăватпăр. Ачасене хавхалантарнăшăн, журналистика енĕпе малалла аталанма майсем туса панăшăн тав сăмахĕ калатпăр.
Мария Орлова, Çăкалăх шкулĕ
Август 2026 |
