НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Мухтанатпăр, мăнаçланатпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 16.05.2025, 09:09 Просмотров: 1215

Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн тăватă çул таранчченех тăсăлнă çулăмлă хăрушă вăрçă истори чатăрне кĕрсе юлнăранпа хыçа  хăварнă сакăр теçетке  çул иртнĕренпе СССР, Раççей Федерацийĕн пурнăçĕнче пулнă пысăк калăпăшлă пулăмсене вĕçне çитиччен тĕрĕс палăртма никамăн та тăруках вăй-хал çитеймĕ. Çак тапхăрта пирĕн халăх калама çук тĕлĕнмелле утăмсем тунине лайăх пĕлсе тăрать тĕнче. Куншăн манăн чи малтанах канăçсăр чун-чĕреллĕ, анлă та тĕнчекурăмлă маттур çынсене çĕре перĕничченех пуçăма тайса ăшă туйăмлă кăмăлпа тав тăвас килет. Вĕсем ăруран ăрăва куçса пыма тивĕçлĕ япаласемпе мухтавлă ĕçсем туса пирĕн патшалăх кун-çулне малалла калама çук анлă та сарлака утăмсемпе мăнаçлăн куçакан вилĕмсĕр программăсем хатĕрлени, ун хыççăн вĕсене çĕнĕрен те çĕнĕ меслетлĕхсемпе пуянлатассишĕн пикенсе тимлени калама çук уçăмлăн сисĕнсе тăрать мĕн паянхи куна çитичченех. Çу уйăхне кĕнĕренпе Пĕтĕм Раççейри телекуравпа радиохыпарлав кăларăмĕсенче ырă та хавхалануллă туйăма  тивĕçекеннисем чăннипех те йышлă пулчĕç мар-и.

Хĕвеллĕ Çĕнтерÿ кунĕнче Раççей телекуравĕн «Ылтăн пÿлĕм» тесе ят панă кăларăмĕнче Борис Полевой писателĕн вилĕмсĕр «Чăн-чăн этем çинчен çырнă повеçĕ» тăрăх ÿкернĕ кинофильма кăтартĕç. Эпĕ çак картинăна хам пуçламăш классенче вĕреннĕ çулсенче курнăччĕ. Çитмĕл çул ытла вăхăт иртсе кайнă-çке унтанпа. Паллах, ун чух çак фильмра сăнарланнă тĕп Герой - Алексей Маресьев вăрçăра аманса икĕ урасăр тăрса юлнă хыççăн Тула облаçĕнчи Сталиногорск хулинчен Йĕпреçе куçса килнĕ авиашкулта хăйĕн çапăçу ăсталăхне ÿстерни çинчен эпĕ ăçтан-ха пĕлме пултарнă. Аслă лейтенант пакунĕсем илемлетсе тăракан, анчах хăйне мăн кăмăллă тытассине ăша та хывма пултарайман, Атăл тăрăхĕнчи Камышин ятлă хулара çуралса ÿснĕ çамрăк «Совет Союзĕн Геройĕ» хисеплĕ ята тивĕçни те паллă пулман пире çав тапхăрта. «Чăн-чăн этем çинчен çырнă повеçĕн» тĕп сăнарĕ Йĕпреçĕн  анлă тÿпинче хаяр тăшмана хирĕç пыракан вут-çулăмăн ялтравлă кĕрлевне хăйĕн тÿпине хывасса эпир çав тапхăрта кĕтме те пултарайман. Кун пирки пире кайран, тăватă çула тăсăлнă вăрçă мухтавлă Çĕнтерÿпе вĕçленнĕ хыççăн тин паллă пулчĕ  мар-и.

Ку кинофильмпа паллашнă хыççăнах телекуравăн тепĕр телеканалĕпе кăтартнă картинăра та Алексей Маресьев ятне темиçе хутчен те асăннине илтме май килчĕ. Шел пулин те, нихăш кăларăмра та «çунатлă» паттăр Йĕпреçре иккĕмĕш хут вĕçме вĕреннине çирĕплетни пулмарĕ... Паллă ĕнтĕ, Геройсене те мухтавлă та мăнаçлă çĕр-аннемĕр хăйĕн иксĕлми вăй-хăватне панине, çакă вара вĕсене вĕçсĕр-хĕрсĕр тÿпе анлăшне çĕкленме пулăшнине пирĕнтен кашниех лайăх пĕлет. Акă, кăçалхи юбилейлĕ Çĕнтерÿ кунĕ умĕн мана Канаш муниципалитет округĕн Вăтакас Татмăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулне йыхравларĕç. Ăшă кăмăл-туйăмпа иртнĕ савăк тĕлпулура эпĕ Алексей Маресьевăн паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ çинчен те тĕплĕн каласа кăтартрăм, хам çуралса ÿснĕ Çĕнĕ Шуртан ялĕ çумĕнчи вăрман уçланкинче 1941 çулхи кĕр кунĕсенче аэродром ĕçлеме пуçлани, унта вăрçа кайма хатĕрленекен яшсене сывлăшри çапăçу тактикипе паллаштарни çинчен каланине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕм.

Хĕвеллĕ Çĕнтерĕве çывхартнă паттăрсем хушшинче мĕн паянхи кунчченех тĕрĕс-тĕкел пурăнаканнисенчен никам та юлман. Çĕнĕ Шуртантан 1943 çулта фронта кайнă Василий Владимирова Эльба шывĕ урлă каçнă чухне паттăрлăх кăтартнăшăн Совет Союзĕн Геройĕн «Ылтăн çăлтăрне» пама тăратнă пулнă, анчах командовани ăна пурнăçа кĕртмен, 20 çулхи çамрăкăн  сарлака кăкăрне «Хĕрлĕ Çăлтăр» орден илемлетнĕ.

...Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче пур çĕрте те - çĕршывăн мĕнпур хулисемпе ялĕсенче те мире хÿтĕлеме чĕнекенсен  йыхравлă чĕнĕвне ăша хывса паттăрсене чысласа лартнă палăксемпе обелисксен умĕнче хĕвел шевлипе çиçекен чечексем мăнаçлăн хĕмленчĕç. Эпĕ те ырă, халавлă йĕркерен пăрăнса юлмарăм...

Геннадий Кузнецов   

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译