Çĕршыв чиккисене паттăррăн хÿтĕлекен ентешĕмĕрсене май çитнĕ таран пулăшас ĕçе районти кашни ял тăрăхĕ кар тăрса хутшăнма васкарĕ. Хÿтĕлев каррисем хатĕрлеме пурте пĕр харăс пуçăнаймарĕç пулин те, кам мĕнпе пултарать, çавăнпа пулăшма тăрăшрĕç.
Акă, Кĕлĕмкасси ялĕнче пурăнакан пысăк чĕреллĕ хĕрарăмсем те 2024 çулхи кăрлач уйăхĕнче пĕр ушкăна пуçтарăнса чунĕсем ыйтнипе пархатарлă ĕçе кÿлĕнме калаçса килĕшнĕ. Чи малтанах ялти культура çуртĕнче нашлемниксем çыхма пикеннĕ, нумай вăхăт хушши çунакан шăрпăксем, «çăлакан сулăсем», окоп çуртисем хатĕрлесе салтаксем патне Йĕпреçри пулăшу пухакан центр урлă ăсатса тăнă.
Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче Кĕлĕмкассинче хÿтĕлев каррисем çыхма пуçларĕç. Чи малтан ку ĕçе ялти ача садĕн-чи пушă пÿлĕмре йĕркеленĕччĕ. Каярах сеть çыхакансем культура çуртне «куçса кайрĕç» - кунта пÿлĕмĕ те ирĕкрех, çынсене пуçтарăнма та меллĕрех. 8 уйăх хушшинче çыхнă сетьсен шучĕ шăпах та 100-е çитнĕ. 100-мĕш хÿтĕлев каррине ĕнер вĕçленĕ. Ку тĕлĕшпе хастар ушкăна Кĕлĕмкасси территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Никонов чĕререн саламласа тав сăмахĕсем каланă.
«Кашни кун 10-12 çын ĕçлеме çÿрет. Пахча ĕçĕсем пуçлансан çын шучĕ чакрĕ пулин те, пĕрмаях тухакансем килти ĕçе пĕрремĕш вырăна хумаççĕ, пĕтĕм чун хавалĕпе салтаксене май çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ, кун сиктермесĕр çыхма тухаççĕ, - каласа парать Кĕлĕмкассинчи пулăшу ĕçне йĕркелесе тăракан Ева Петрова. – Людмила Николаева тата Людмила Исакова ыттисене ертсе пыраççĕ. Малтан Йĕпреçе çуресе хăйсен ăсталăхне туптарĕç, кайран ыттисене вĕрентрĕç».
Хÿтĕлев каррисемсĕр пуçне кунта гуманитари тиевĕ те пуçтарсах тăраççĕ – ялти халăх укçан пулăшать, е çарта кирлĕрех япаласене илсе пама тăрăшать. Çыхнă сетьсене ăсатма хатĕрлесе чĕркенĕ чухне шала çăмăл парнесем хурса яма тăрăшаççĕ% нÿрĕ салфеткăсем, чăлха, перчетке, аялти тумтир салтаксене пĕрмаях кирлĕ. Ытларах юлнине Йĕпреçри центра çитерсе параççĕ. Ку енĕпе ялти шкул коллектиивĕпе вĕренекенĕсем пысăк тÿпе хываççĕ, ăшă салам çырăвĕсемпе те тивĕçтереççĕ.
«Чылай кирлĕ япалана вырăнта çĕлеме вĕрентĕмĕр, çĕвĕ машинисем клубра та, килсенче те чарăнми ĕçлеççĕ. Ку енĕпе Мария Спиридонова тата Галина Ефимова çав тери хастар – 200 ытла аялти тумтир, питĕ нумай минтер, минтер пичĕ тата ытти вырăн хатĕрĕсем çĕлесе пачĕç. Материалне пĕтĕм ялпа пуçтартăмăр – арча тĕпĕнче выртакан тĕкĕнмен татăксем кашни килтех пунă мĕн», - пĕлтерет Ева Алексеевна.
Йĕпреçри ача-пăча искусствисен шкулĕн Кĕлĕмкассинчи уйрăмне юрлама, ташлама çÿрекен шăпăрлансем те айккинче юлман% фольклор ушкăнне ертсе пыракан Александра Басманцева ачасене ятарласа минтер тата минтер пи-чĕсем çĕлеме вĕрентнĕ. Унтанпа пĕчĕк артистсем пулăшу ĕçне активлă хутшăнаççĕ.
Кĕлĕмкасси тăрăхĕнчен Тăван çĕршыва хÿтĕлеме чылайăн тухса кайнă. Ентешĕсене кунта яланах пулăшма, мĕн ыйтнипе тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Çыхнă сетьсен пысăкрах пайĕ Йĕпреçри центр витĕр çапăçу хирĕн тĕрлĕ енĕсене ăсанать.
Эльвира Анисимова
Август 2026 |
