НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Паттăрсем манăçмаççĕ, вилсен те халăх асĕнче юлаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.05.2025, 08:51 Просмотров: 1163

Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче мĕнпур халăхăмăрăн пĕрлĕхлĕ, тĕллевлĕ талпăнăвĕпе туптаннă Çĕнтерÿ кунĕ мĕн чухлĕ ытларах çул историре юлса пырать, çавăн чухлĕ витĕмлĕрех унăн пĕлтерĕшĕ ÿссе пырать. Хальхи саманара, Украинăра ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра, пушшех те... Иртнĕ вăрçăра çĕнтернисен паттăрлăхĕ, халăхăмăрăн нимĕнле тăшман нихăçан хуçайми хурçă хăвачĕ халĕ нацистсене хирĕç çапăçакан боецсемшĕн чăн-чăн патриотлăх тĕслĕхĕ пулса тăчĕ. Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи  юбилейне мĕнлерех çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттерни те унăн пĕлтерĕшне вышкайсăр вăйлă çĕклет. Çавăнпах ĕнтĕ округри кашни ялпа поселокра, салара çĕнтерÿçĕ салтаксене чысласа, çĕнтерÿшĕн юнлă вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса лартнă палăксемпе обелисксем умĕнче ирттернĕ астăвăмпа мухтав митингĕсене халăх йышлă хутшăннă, вилнисене асăнса пурте пĕрле шăп тăнă хыççăн чĕрĕ чечексем хунă. Палăк умĕнчи хĕп-хĕрлĕ çеçкесем - ĕмĕрлĕх çулăм хĕлхемĕсем - паттăрсен ячĕсене вилĕм-сĕрлетеççĕ.

БЕРЕЗОВКА территори пайĕнче Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейне паллă тума чылай маларах хатĕрленме тытăннă,  акцисемпе пуçаруллă ĕçсенче хастар пулнă. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем çĕршыв шайĕнчех иртнĕ «Астăвăм сачĕ» акцие хутшăнса çĕршер тĕп йывăç лартнă. Вырăнти активистсем те, пĕр шухăшлă пулса, Йĕпреç лесничестви тивĕçтернĕ чăрăш хунавĕсене, пĕтĕмпе 300 тĕп, лартса хăварнă. Тĕсне  нихăçан улăштармасăр симĕссĕн курăнакан чăрăшсем иртнĕ вăрçăра вилнисен ячĕсене ÿлĕмрен те аса илтерсе тăрĕç. Березовкăри культура çурчĕн ĕçченĕсен пуçарăвĕпе «Георгий хăйăвĕ» акци иртнĕ, çавăн чухне çĕнтерÿçĕ салтаксен хăюлăхĕпе паттăрлăхне палăртакан хăйăва пĕтĕм халăха салатса панă, «вăрçă ачи» статусне илнисене хăварман, килĕсене çитсех хăюсемпе тивĕçтернĕ, уяв ячĕпе саламласа чечексем парнеленĕ. Кунти хĕрарăмсен канашĕ республикăри хĕрарăмсен союзĕ пуçарнă «Çĕнтерÿ моди» акцине те хутшăннă, 80 çул каяллахи çи-пуçăн стилĕпе модине тĕпе хурса çĕленĕ тумсем тăхăнса сăн ÿкерттернĕ, ăна социаллă тетелсене вырнаçтарнă.

Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче вара пĕтĕм ял-йыш тĕп усадьбăри астăвăмпа  мухтав палăкĕ умне пуçтарăннă. Митингра территори пайĕн пуçлăхĕ Сергей Никифоров, шкул директорĕ Иван Степанов, Йĕпреç муниципалитет округĕн администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ, йĕркелÿпе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Ольга Михайлова, ЧР патшалăх ветеринари службин выльăх чирĕсемпе кĕрешекен Йĕпреç районĕнчи станци начальникĕ Валентина Иванова сăмах каланă, пурне те уяв ячĕпе саламланă, иртнĕ вăрçă  чăнлăхне, çĕнтерÿ мĕнле туптаннине килес ăрусенче хăварассишĕн пĕрле тăрăшмаллине палăртнă.

КИРОВ территори пайне кĕрекен поселоксенче пурăнакансем Çĕнтерÿ кунне тĕплĕ хатĕрленсе, тивĕçлĕ шайра паллă туса ирттерес тĕллевпе нумай пуçару тунă. Чи малтанах вĕсем поселоксенче тасалăхпа йĕркелĕх тăвассишĕн тăрăшнă, субботниксене йышлăн тухса, кашни çемье хăйсен килĕ умĕнче, урамсенче тирпей-илем хуçалантăр тесе вăй хунă. Унтан вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăксене  юсаса тирпейлес тĕлĕшпе пĕрле пуçтарăнса ĕçленĕ. Çапла активистсем çине тăнипе Спотарăри, Тарăнварти монументсене тĕплĕн  юсанă.

Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Киров ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Евгений Ерилеев тата ветерансен канашĕн ертÿçи Анфиса Иванова тыл ĕçченĕсене килрен киле çÿресе саламланă. Сăмахран, ялти хисеплĕ ĕç ветеранне, тыл ĕçченне Анфиса Яндутовăна ушкăнпах пырса саламланă, хитре чечек çыххипе открытка парса, культура çурчĕн заведующийĕ Светлана Соловьева ертсе пыракан илемлĕ пултарулăх ушкăнĕ вара çепĕç юрă-кĕвĕ парнелесе хавхалантарнă. Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейне Тарăнварта та, Спотарăра та, Экономра та йышпа паллă тунă, палăксем умĕнче митинг ирттернĕ. Тĕп усадьбăри, Пăкăянти обелиск умĕнче вара  уйрăмах нумайăн пуçтарăннă халăх, вĕсене Киров территори пайĕн начальникĕ Евгений Ерилеев, Йĕпреç муниципалитет округĕн администрацийĕн ялхуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Михаил Ермошкин,  «Импери» фирма ертÿçи Андрей Курников тата ыттисем саламланă,  хальхи вăхăтра мирлĕ тÿпене, çĕршыв интересĕсене ятарлă çар операцийĕнче хÿтĕлекенсене, вĕсене  тылран пулăшсах тăракансене тав туса ăшă сăмахсем  каланă. Палăк умне чĕрĕ  чечексем хунă хыççăн халăх культура çуртне пухăннă,  кунта уяв концерчĕ пулнă. Культура ĕçченĕсем тăрăшнипех активистсем «Астăвăм сачĕ», «+ĕнтерÿ моди» акцисене хутшăннă.

ХУРАМАЛ территори пайĕ те Аслă Çĕнтерÿ кунне тивĕçлĕн уявласа ирттерме ятарлă мероприятисен программине туса хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн уяв умĕн, темиçе кун маларах, салара тин кăна  туса  пĕтернĕ спорт площадкине савăнăçлă лару-тăрура уçнă.  Çак ятпа тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейне халалласа çĕнĕ стадионта мини-футболла вылякансен турнирне  ирттернĕ. Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче хурамалсем иртнĕ вăрçăра Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуçĕсене хунă паттăрсене халалланă астăвăмпа мухтав обелискĕ умĕнче пуçтарăннă. Палăка сыхласа тăракан чыслă хуралта - шкул ачисем,  çĕнтерÿçĕ салтаксен кĕçĕн мăнукĕсем. Астăвăм митингне  Хурамал территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Евграфов уçнă, вăл +ĕнтерÿ кунне йышпа пĕрле уявлама килнисене юбилейлă Çĕнтерÿ кунĕ çитнĕ ятпа хĕрÿллĕн саламланă, астăвăма чĕресенчех упрама чĕнсе каланă. Уйрăмах çитĕнекен ăрăвăн мăн аслашшĕсемпе мăн кукашшĕсене, мирлĕ  те ирĕклĕ пурнăçа упраса хăварассишĕн нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса юн тăкнă паттăрсене манмалла мар, астăвăм ăруран ăрăва куçса пытăр.

Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Хумри Ишек тата Чăрăшкасси ялĕсенче те астăвăм митингĕсем пулнă. Тăшмана çĕнтерсе çĕнĕ пурнăç тăвассишĕн фронтра пуçĕсене хунă салтаксен ячĕсене упракан палăксем умне чечексем хунă,  кашнине ятран асăнса пĕр минут шăп тăнă. ÇĔнĔ Выçлире пурăнакансем йăлана кĕнĕ йĕркепе  «Вилĕмсĕр полк» парадне тата митинг йĕркелесе ирттернĕ, вăрçăра вилнисене пурте пĕрле шăп тăрса асăннă. Ленинкассинчи палăк патне те активистсем пухăннă, никам та, нимĕн те манăçманнине, пурин ятне те асрах тытнине çирĕплетсе чечек çыххисемпе кăшăлсем хурса хăварнă.

ЭНТРИЕЛ территори пайне кĕрекен ял-поселоксенче пурăнакансем Аслă Çĕнтерĕвĕн  80 çулхи  юбилейне халалланă «Çĕнтерÿ чÿречисем», «Çĕнтерÿ юррисем», «Георгий хăйăвĕ», «Астăвăм сачĕ», «Çĕнтерÿ моди», «Астăвăм çурти» акцисене активлă хутшăннă. Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне ял тăрăхĕн ертÿçин Александр Лаврентьевăн пуçарăвĕпе астăвăм палăкĕсемпе обелисксене юсаса çĕнетнĕ, тавралăхра тирпей-илем тунă. Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче халăх Энтриелĕнчи вăрçă участникĕсемпе ветеранĕсене, фронтран чĕрĕ таврăнайманнисене чысласа лартнă мемориал лапамне пухăннă. Кунта хурлану митингĕ иртнĕ, 80 çул каялла чарăннă вăрçă хыççăн тăван ене çаврăнса çитеймен паттăр салтаксен ячĕсене мухтавлă сăмахсемпе аса илнĕ. Паттăрсене асăнсах ялти культура çуртĕнче хăрушă вăрçă çулĕсене аса илтерекен экспонатсен куравне йĕркеленĕ, кунтах вăрçă темине çутатакан кĕнекесен стенчĕ уçăлнă, «Астăвăм стени» çинче вара - Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса, çĕршывăн  патшалăх интересĕсене хÿтĕлесе пуç хунă ентешсен сăнĕсем.

Асăну митингне аслисемпе пĕрлех шкулта вĕренекен,  садике çÿрекен ачасем хутшăннă. Раççейĕн, Чăваш Енĕн гимнĕсем янăранă май, çамрăк армеецсен ушкăнĕ Раççей ялавĕпе юнашар Çĕнтерÿ ялавĕн копине йăтса пынă. Пухăннисене уяв ячĕпе территори пайĕн пуçлăхĕ  Александр Лаврентьев, Йĕпреç муниципалитет округĕн депутачĕ Александр Лаврентьев,  округ администрацийĕн экономика пайĕн начальникĕ Надежда  Чернова, «Техника инвентаризацийĕн бюровĕ» тулли мар яваплăхлă общество директорĕ Владимир Кузнецов тата  хаклă хăнасем - Саратов хулинчен  килнĕ ентеш, Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕ, запасри полковник Геннадий Козлов, çавăн пекех  отставкăри çар çынни Василий Лаврентьев саламланă, иртнĕ вăрçăра паттăрсен вилĕмĕпе пурнăçран уйрăлнисене асăнса палăк умне чĕрĕ чечексем хунă, шăп тăрса пуç тайнă. Çав кунах уява пуçтарăннисем ÇĔРПŸЕЛĔНЧИ палăк умне вилĕмсĕрлĕхе пĕлтерекен символла пĕлтерĕшлĕ симĕс кăшăла тата чĕрĕ чечексем хунă. Унтан культура вуча-хĕнче концерт пулнă.

ПУЧИНКЕ территори пайĕ сăваплă вырăна - Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче тата «вĕри точкăсенчи» хирĕçтăрусенче мирлĕ пурнăçшăн, ирĕклĕ те çутă пуласлăхшăн пуçĕсене хунă паттăрсене халалланă мемориал комплексĕнче çирĕп йĕрке тытса тăрассине тĕп вырăна хурать. Çĕнтерÿ кунĕн 80 çулхи юбилейĕ тĕлне те кунта кăтартуллă тирпей-илем туса хунă. Митинга килнисене Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Федоров, ял тăрăхĕн ертÿçи Валерий Иванов, «Красный партизан» колхоз председателĕ, Йĕпреç муниципалитет округĕн  депутачĕ Николай Иванов,  шкул директорĕ Дмитрий Ильин, «Пучах» ача сачĕн заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дина Трякова тата отставкăри подполковник Валерий Петров саламланă, çитĕнекен ăрăва çĕршыв хÿтĕлевçисен мухтавлă ятне чыслăн та тивĕçлĕн тытса пыма суннă. Мемориал комплексĕн лапамĕ кĕçех хитре чечексен хĕлхемĕпе янкăр çуталса кайнă, çеçкесене хăйсен пурнăçне шеллемесĕр юнлă вăрçа кĕнĕ кашни салтак ячĕпе пултăр тесе палăксен умне хунă. Чыс тав мухтав паттăрсене!

ÇИРĔКЛĔРЕ пурăнакансем те çав кун  обелиск умне митинга пухăннă, пурте пĕрле  шăп тăрса асăну минутне ирттернĕ. Унтан ачасем литературăпа музыка композицине кăтартнă, палăка юн тĕслĕ чечексемпе симĕс кăшăл хурса чĕрĕлĕх кĕртнĕ: «Никам та манăçман,  нимĕн те манăçман». Уява пухăннисем салтак пăттине те астивсе пăхнă. Унтан концерт курса савăннă.

Çĕнтерÿ кунĕн хаваслăхĕ САВККАНА та çитнĕ. Астăвăм палăкĕ умĕнче хĕп-хĕрлĕ чечексем çулăм сапма тытăннă. Ку ялта пурăнакансем те пĕр шухăшлă пулса, Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейне йышпа уявласа ирттернĕ, çавăн пекех «Георгий хăйăвĕ» акцие хутшăннă.

КĔЛĔМКАССИ территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Никонов тата Йĕпреç муниципалитет округĕн депутачĕ Ева Петрова культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле хисеплĕ  тыл ĕçченĕсене Зинаида Тарасовăпа Ольга Федотовăна тата вăрçă  участникне Василий Иванова килĕсене çитсе Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейĕ ячĕпе саламланă. Ырă сунса килнĕ хăнасене хĕпĕртесе кĕтсе илнĕ  ветерансем, республика ертÿçинчен Олег Николаевран килнĕ саламлă открыткăсемшĕн, чечек çыххисемпе парнесемшĕн чунтан  тав тунă. Чĕрене пуринчен те хытăрах ăшăтаканни вара - ватăсене манманни. 100 çула çывхарса пыракан хисеплĕ çыннăмăрсем хăйсен ĕмĕрне тăван ен  аталанăвĕшĕн панă. Вĕсен умĕнчи парăма кăшт та пулин татас тесе пурнăçланă ырăкăмăллăх акцине хутшăннисем тыл ĕçченĕсемпе вăрçă участникне тимлĕх уйăрнă, ăшă сăмахсемпе хавхалантарнă, тав туса вĕсен умĕнче пуç тайнă, юрă-кĕвĕ парни кÿнĕ.

Аслă Çĕнтерĕве - 80 çул! Çак ятпа Кĕлĕмкассинчи  астăвăм палăкĕ умĕнчи тÿремре ирттернĕ митинга пухăннă халăх умĕнче округ депутачĕ Ева Петрова, ял тăрăхĕн ертÿçи Валерий Никонов, Йĕпреç муниципалитет округĕн администрацийĕн представителĕ, территори пайĕн кураторĕ Зинаида Перепелкина, шкул директорĕ Александр Ильмухин тата Александр Архипов фронтовикăн хĕрĕ, шкулта ачасене вĕрентекен учитель Галина Александрова сăмах тухса каланă, вĕсем çитĕнекен ăрăва Аслă Çĕнтерÿ мĕн хака ларнине, Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунисене асрах тытма, чăн-чăн патриот пулса ÿсме суннă. Палăк умĕнчи чыслă церемони вĕçленнĕ хыççăн çамрăк армеецсен ушкăнĕ плацконцерт кăтартнă, шкул ачисем паттăр салтака мухтакан патриотла сăвăсем вуланă.  Унтан «Вилĕмсĕр полк» парачĕ пуçланнă. Уяв мероприятийĕсем пĕр-пĕринпе килĕшÿллĕн çыхăнса пынă, аслă тата çамрăк ăрусен пĕршухăшлăхĕ палăрнă.  «Эпир мирлĕ тÿпешĕн, тăнăç пурнăçшăн!» - чĕнÿ вуланă «Вилĕмсĕр полк» йышĕнче утакан, паянхи пăлхавлă, çухатуллă вăхăт таппине чĕрепе туякан çынсен пит-куçĕсенче...

Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейĕ ТУÇАРА та массăллă иртнĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе ял çыннисемпе хăнасем палăртнă вăхăтра фашистла Германи çарĕсене хирĕç çапăçса вăрçă хирĕнчех юлнă салтаксен ячĕсене вилĕмсĕрлетекен палăк умĕнче тĕл пулнă. Йыша Кĕлĕмкасси территори пайĕн начальникĕ Валерий Никонов, муниципалитет округĕн депутачĕ Герман Цыганов уявпа саламланă. Унтан ĕмĕр манăçми вăрçăра, тылра Çĕнтерĕве туптанă паттăрсене асăнса шăп тăнă, монумент умне чечексем  хурса чĕрĕлĕх кĕртнĕ. Çĕршывăмăра тăшманран хÿтĕлесе пуç хунисем манăçмаççĕ, вилсен те халăх асĕнче ĕмĕрлĕхех юлаççĕ.

ЭЙПЕÇ территори пайĕнче Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейĕ ячĕпе ирттернĕ мероприятисен программи пуян та  анлă пулнă. Ку тăрăхри культура ĕçченĕсем тата ача сачĕпе шкул коллективĕсем аслă ăрăвăн  паттăрла ĕçĕсене малалла тăсас, вĕсем Тăван çĕршыв умĕнче хастарлăхпа хăюлăх кăтартса тунă паттăрлăхне тивĕç пулас тесе пĕрлехи вăйпа тăрăшаççĕ. Пурте  Çĕнтерÿ  ячĕпе ирттернĕ акцисене те хастар хутшăннă, субботниксене тухнă, йывăç-тĕмсем лартнă, +ĕнтерÿ чÿречине илемлетнĕ,  асăну çуртисене çутнă, уяв концерчĕ куракансен чĕрине пырса  тивмелле чаплă ирттĕр тесе канлĕхе пĕлмесĕр тимленĕ. Спортсменсем те кунта, уйрăмах футболла выляса республика чемпионĕсем пулса тăнă çамрăксем,  нимĕç фашисчĕсемпе пынă танмар çапăçура юн тăкнă мăн аслашшĕсемпе мăн кукашшĕсен ячĕсене асра тытса хĕрÿ ăмăртусенче тупăшнă, çирĕп пĕрлĕхпе, ăнтăлупа илнĕ çĕнтерĕве те иртнĕ вăрçă паттăрĕсене халалланă. Çĕнтерÿ кунĕ умĕн территори пайĕн начальникĕ Владислав Прохоров тата  муниципалитет округĕн депутачĕ Борис Федоров хисепе тивĕçлĕ тыл ĕçченĕсене Ульяна Анисимовăпа Варвара Федоровăна килĕсене çитсех чысланă, уяв ячĕпе саламласа открыткăсемпе парнесем тата чечек çыххисем парнеленĕ. Ялти  культура çуртĕнче вăрçă ачисемпе тыл ĕçченĕсене концерт кăтартнă.

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Эйпеçри вăрçă участникĕсемпе ветеранĕсене чысласа лартнă палăк умĕнче пĕтĕм ял-йыш митинга пухăннă, Çĕнтерÿшĕн, мирлĕ тÿпешĕн вилнисене асăннă, астăвăм яланлăхах халăх чĕринче юлнине ĕнентерсе ĕмĕрлĕх çулăм чĕртнĕ, чечек çыххисем хунă.   

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译