Шупашкарта пурăнакан 44 çулти арçын телефонпа вăйă выляса ларнă чухне укçа тума май пурри çинчен пĕлтерĕве асăрханă. Çавăнпа кăсăкланса кайнă арçын хăйĕн телефон номерне пĕлтернĕ. Унтан хайхи патне ултавçăсем (вĕсем хăйсемпе финанс аналитикĕ тесе паллаштарнă) шăнкăравланă.
Хавхаланса кайнăскер ултавçăсем каланă счет çине 30 пин тенкĕ хунă. Унтан арăмне автокредит илме ÿкĕте кĕртнĕ. Кивçен илнĕ 1,2 миллион тенкĕне те унта куçарнă.
Укçана илес тесен хайхисене ултавçăсем финанс партнерне тупма сĕннĕ. Вĕсем тăванĕнчен пулăшу ыйтнă. Тăванĕ ăслă пулнă – ултавçăсен капкăнне лекни пирки йĕрке хуралçисене евитлеме сĕннĕ.
Август 2026 |
