НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Хурамалта çĕнĕ спорт площадки уçăлнă

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2025, 10:42 Просмотров: 2141

 Пулас ăрăва çирĕп те сывлăхлă çитĕнтерес, халăха спортпа туслă пулма хăнăхтарас тĕллеве пирĕн çĕршывра пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Чăваш республикине илсен те спорт аталанăвĕ кунта сулмаклă утăмсемпе утать тесен йăнăш пулмасть.

Юлашки çулсенче, сăмахран, кашни ял-хулара тĕрлĕ çĕнĕ спорт объекчĕсем ĕçлеме пуçларĕç. Чăваш спортсменĕсем çĕршыв шайĕнче кăна мар, тĕнче шайĕнчех пысăк çитĕнÿсем туни те нумай калать. «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕ чылай ял-хула инфратытăмне хăтлăлатма май туса пачĕ

Хамăр округра та ÿт-пĕве пиçĕхтермелли майсем кашни çулах пуянланса та хушăнса пыраççĕ. Иртнĕ канмалли кунсенчен пĕринче, сăмахран, Хурамал ялĕнче савăнăçлă лару-тăрура çĕнĕ спорт лапамĕ уçăлнă. Йĕпреç муниципалитечĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов тата Хурамал территори пайĕн ертÿçи Валерий Евграфов уява пуçтарăннисене çакăн пек курăмлă та пĕлтерĕшлĕ пулăмпа саламласа сăмах каланă. Çĕршыв пуласлăхĕшĕн ачасемпе çитĕннисем валли спортпа туслă пулма майсем туса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Ку сывлăхлă та çирĕп ăру çитĕнтерме май парать.

Спорт площадки уçăлнине халалласа  çав кунах кунта футболла выляссипе турнир иртнĕ. Унта хамăр округри командăсем хапăл тусах хутшăннă. Пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн Эйпеç ял тăрăхĕнчен килнĕ «Айбевуд» команда çĕнтерни палăрнă. Пучинкен «Ворошиловский» команди «кĕмĕл» призер пулса тăнă, 3-мĕш вырăна Йĕпреçри «Лазо» команда тухнă.

Çĕнĕ спорт лапамĕнче футболла çеç мар, волейболла тата баскетболла выляма, ÿт-пĕве тĕрлĕ енлĕ пиçĕхтерме пулать. «Ку объект пирĕн ял тăрăхĕн социаллă инфратытăмĕн кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулса тăрĕ. Кунта спорт ăмăртăвĕсемсĕр пуçне ытти тĕрлĕ общество пулăмĕсем иртĕç», - тенĕ саламланă май Валерий Евграфов.

Администраци сайчĕ

 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译