НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Левитан сасси

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2025, 09:53 Просмотров: 2626

Янăраймĕ Çĕнтерÿ салючĕ

Левитан сассийĕ пулмасан...

Вăл паян та витĕмлĕ валюта

Çутипе çиçĕмленет тасан.

Юхса тухнă кăкăртан çав сасă,

Мĕнпур хурлăх-асапа сирсе.

Ун вăйне сулмаклă хĕм парас пек,

Çĕнĕ ир çунать йăл-йăл! çиçсе.

Левитанăн çулăмлă, хăватлă

Басне чун-чĕресене хурса,

Эх, эпир утатпăр тараватлăн

Мал енчи пуласлăха курса.

Çывхарать вăл, умра çак пуласлăх,

Çывхартать ăна пиртен кашни.

Тĕллевсемĕр калама çук аслă

Пулнăран килет-пуль тăрăшни...

Янрасах тăр, Çĕнтерÿ салючĕ,

Левитанăн вирлĕ сассипе!

...Çак самант ĕмĕрлĕхех вăл юлтăр

Пĕрлешсе ман халăх ĕçĕпе.

Геннадий Кузнецов

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译