Ку тăрăхра Владимир Авенирович Марушевпа юнашар лартса хакламалли çынсем çукпа пĕрех. Вăрман хĕрринчи Çиçĕмкасси поселокĕнче çуралса ÿснĕ чăн чăваш иртнĕ тунтикун çитмĕл тултарчĕ. Çак ятпа ăна чун-чĕре çепĕçлĕхĕпе, кăмăл-туйăм тараватлăхĕпе ăшшăн та сăпайлăн саламласа, çемье татулăхне тасан упрама, ашшĕпе амăшĕ савса парнеленĕ ятне çÿлте тытса пырса, тăван тăрăхăн килĕшÿллĕ ĕçченĕсемпе пĕрле ÿлĕмрен те киленÿллĕ сулмаклăхĕн çи-рĕплĕхĕпе малтан та малалла кăна хавхалануллăн утма ырлăх-сывлăх, ăнăçупа телей сунатăп. «Ятна, чысна çÿлте тытса пырсам!» Кĕске хайлавăм паллă ентешĕн сумлă юбилейĕ тĕлне çырнă япала хакне ларас-тăк эпĕ калама çук виçесĕр савăннă пулăттăм мар-и? Çак савăнăç хавхаланăвне «Çĕнтерÿшĕн» хаçатăн çывăх тусĕсен - вулакансен шалти талпăнуллă вăйĕ те ÿстерме пулăшасса шанас килет...
Малаллахи сăмах-юмахăм хампа юнашарти поселокра кунсемпе çĕрсене ирттерсе, Кульцав (Вăрнар районĕ) вăтам шкулĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн малтан Совет Çарĕнче пулнă, унтан, салтак тивĕçне татса таврăнсан, чун-чĕрин туртăмне тивĕçтерекен вĕренÿ заведенийĕсене лайăх пĕтерсе, республикăри тĕрлĕ вырăнта хăйĕн пултарулăхне туллин кăтартнă сумлă ĕçченĕм çинчен пулĕ. Владимир Марушев - ĕçме-çимепе пуян уяв кĕрекинче туллин саркаланса ларма тивĕçлĕ çын. Пурнăç çулĕн сарлака та анлă, вăрăм та тĕрлĕ енлĕ каçалăкĕсем тăрăх мĕн паянхи куна çитичченех тараватлăн утса тухма вăй-халпа чăтăмлăх тупнă ветеранăн кăкăрĕ çинче ялкăшса çиçекен йышлă награда хушшинче мăнаçлăн курăнакан «Раççейĕн хисеплĕ строителĕ» ята уйрăмах сулмаклă мăнаçлăхпа хакланăшăн пире никам та ÿпкевлĕ кăмăлпа ятлас çук тетĕп...
Çул иртнишĕн савăнса тăр,
Пултăр кăмăлу хавас.
Çитмĕле эс çитрĕн, мăшăр.
Çак ятпа салам ярас...
Йĕпреçрен вĕçсе тухсассăн
Çитрĕн шур Шупашкара.
Юбилей кунне хаваслăн
Паллă ту, йышпа ларса...
Çуркунне çуралнă эсĕ,
Ăшă çу çитес чухне.
Ут мухтавлăн, сÿнтермесĕр
Чун-чĕрÿн хĕрÿлĕхне.
Çук, утмарăн кукăр-макăр
Пурнăç çулĕпе хальччен.
Пытăн кукăрсем тумасăр.
Пурăн тепĕр çав çулччен.
Çитмĕл çул вăл - нумай мар-çке,
Икĕ хут вăтăр пиллĕк çеç.
Çулпа мар çав, пархатарлă
Ĕçпе кун-çула виçеç.
Мăшăрна юнашар ларт та
Чуп туса ил юратса.
Иксĕр кăмăллăн çуратăр
Кĕмĕл çемĕ шăратса.
Çул иртнишĕн хĕпĕртÿллĕн
Çÿлелле çĕкле пуçна:
Утма чĕнтĕр пурнăç çулĕ
Тăваллах чупма сана...
Тараватлă пурнăç тăрăх
Талпăнса ут тăвалла.
Çул-йĕре пуссан та шăрăх, -
Килсех тăтăр ĕç алла.
Килĕшÿллĕ çемĕ юхтăр
Чарăнмасăр пĕр вĕçрен...
Санпа кăмăллăн мухтантăр
Юмахри пек Йĕпреç Ен...
Сахал мар ĕç тунă эсĕ
Тăван еншĕн савăнса.
Тĕллеве вĕçне çитмесĕр
Тăман ĕç-хĕл чарăнса...
Пĕрне тунă хыççăн тытнă,
Кĕнĕ тепĕр ĕç алла.
Стройка хыççăн стройка ыйтнă, -
Сан пурне те тумалла.
Тараватлă пулнă питĕ,
Мĕскер ыйтнă - панă йăлт.
Çĕкленÿллĕ çемĕ витĕр
Çиçнĕ çăлтăр йăл та йăл...
Тăван еншĕн çунса тăнă
Чунупа эс çав тери.
Йĕпреçе килме шутланă
Маттуртан та маттурри.
Агрофирма йĕркеленĕ
Пĕчĕк Упакассинче.
«Ÿсĕмлĕ ĕçлетпĕр», - тенĕ, _
Пулĕ пирĕнпех тĕнче».
Кунти качака фермийĕ
Пулнă Чăвашра пĕрре.
Çĕнтерÿ ялавĕ çиçнĕ
Ун çинче епле хитре!
Пусăсем пач акăнмасăр
Выртнă нумай çул хушши.
Нимĕн те вăй-хал хумасăр
Çырăнман çав ытлашши...
Ак, Пĕчĕк Упакасси те
Тăнă малтисен ретне.
Ун патне те ырлăх çитнĕ, _
Вăл хăпартнă хăй ятне.
Анчах тимлĕн тăрăшсан та,
Пĕрлĕх хĕмĕ çиçмесен,
Ÿсĕм-çитĕнÿ нихçан та
Килсе тăмĕ çук çĕртен...
Тĕллевсем пит пысăк пулнă,
Пурнăçа кĕртес тесе,
Чăннипех кĕрешнĕ, çуннă,
Ăш-чик тăнă хĕмленсе...
Халь çакна аса илет те
Хĕрÿ чунлă ветеран
Куçĕсем куççулленеççĕ,
Ыратма пуçлать «суран»...
«Пулмаллаччĕ манăн харсăр,
Тăмаллаччĕ çирĕпрех.
Кĕлете мулне хумасăр
Мухтаннийĕ иртерех...
Курников ĕçлет канмасăр,
Ун лармашкăн вăхăт çук.
Хăйĕн тĕллевне тытмасăр
Вăл лăпланмĕ вăй пур чух...
Николай Михалч та, авă,
Канăçа манса кайсах
Ял-йышпа пырать пит савăк,
Çĕнтерÿ çулне хывсах...
Эп вĕсем пек пулайманшăн
Каçарсамăр, тусăмсем.
Ырлăхпа телейĕм маншăн
Эсир пулăр, Çиçĕмсем!
Эп сире саватăп чыслăн,
Мухтанатăп сирĕнпе.
Халь тăратăп çара пуçăн,
Сăнаса çÿл тÿпене...
Çакăнта çуралнă эпĕ
Юмахри пек кĕтесре.
Ÿснĕ, çитĕннĕ пит çепĕç,
Пиçнĕ ачаран ĕçре...».
Савнăç-хĕпĕртÿ виçесĕр
Çиçнĕ каччă чĕринче:
Шинеле хывсассăн эсĕ,
Самантрах, иккĕленмесĕр
Шухăш тытнă пĕринче:
Малалла вĕренмелле,
Ятăма çĕклемелле!
Хĕвел пек çав ырă шухăш,
Вăл, пуçа хĕссе кĕрсен,
Çын хăйне курать-çке шухă,
Çын хăйне туять хĕрсе.
Пирĕн Марушев та пулнă
Çав йышрах, хăйне вара
Харăсах вăл курса тăнă
Ик-виçĕ институтра.
Темиçе диплом илсен те
Курнăçман маттур чăваш.
Ÿсĕм хуçаран писсен те
Кăмăлпа пулман йăваш...
Мал еннех вăл кайса пынă,
Картса ÿсĕмсен çулне.
Эх, директор мар-и çырнă
«Водмонтаж» историне.
«Водмонтажăн» тĕп хуçийĕ
Тунине пĕтĕмлетсе,
Чăваш енĕн сăвăçийĕ
Картрĕ сăввине кĕртсе...
Çăлтăр пек çиçĕнмесен те
Ман черченкĕ йĕркесем,
Эп шанатăп: çиçчĕр, тетĕп,
Марушевсемшĕн вĕсем.
Авенир ачи хăпарттăр
Хăйĕн йăхĕн чыс-сумне.
Хам та эпĕ тăма хатĕр
Юбилярăмăр çумне.
Çитмĕл çулхи каçалăкне сăпайлă кăмăл-туйăмпа, шанчăклă кăмăлпа пырса кĕнĕ тус-юлташăмăра ĕмĕр çулне малалла та çакăн пек хавхалануллă талпăнупах сулмаклăн пусса утма ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Геннадий Кузнецов
Август 2026 |
