Республикăн тĕп хулинчи професси театрĕсен коллективĕсем юлашки вăхăтра Чăваш Енĕн пур кĕтесĕсене те çитсе хăйсен репертуарĕсенчи паллăрах хайлавсемпе куракансене паллаштарса тăма тытăнни чăннипех ырă, пархатарлă ĕç пулнине палăртас килет. Вĕсем хальхи тапхăрта совет халăхĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă çынсем хĕвеллĕ Çĕнтерĕве çывхартассишĕн мĕнлерех чăтăмлăхпа вăй хурса çапăçнине уçса паракан произведенисемпе куракансем умне тухнине уйрăмах тав сăмахĕпе хакламалла. Профессиллĕ театрсен дирекцийĕсене çак ĕçре Раççей Федерацийĕн Культура министерстви йышăнса çирĕплетнĕ Пушкин картти пысăк пулăшу пани те пĕлтерĕшлĕ.
Акă, иртнĕ эрне варринче Йĕпреçри культура çуртĕнче Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ театрĕн самаях курăмлă ушкăнĕ пулчĕ, вăл «Вăрçă ахрăмĕ» постановкăпа паллаштарчĕ. 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче хăйсен никам та çĕнейми вăй-хăвачĕпе паттăрлăх кăтартнă мухтавлă ентешсен ĕçне-хĕлне туллин уçса паракан постановкăпа тухрĕ сцена çине. Пĕр сехет ытларах пынă пьесăра чун-чĕресене тарăннăн суртарса ыраттаракан сценкăсем питĕ нумай пулчĕç. Шел, çак ĕçе чыслăн хак парса йышăнакансен хушшинче районти тĕрлĕ шкултан килнĕ вĕренекенсем питĕ сахалăн пулчĕç. Артистсене залра куракан питĕ сахал пулни пăшăрхантарчĕ, паллах. +амрăксен театрĕн представителĕсем каланă тăрăх, ку спектакль пуласси пирки Шупашкартан Йĕпреçе пĕрре кăна мар шăнкăравланă мĕн. Пирĕн шухăшпа, кунашкал тĕлпулусен усси ытларах пулмалла пек туйăнать. Пушкин карттин усси, темле пулсассăн та, театр кассине пуянлатнă çĕре каймалла ĕнтĕ.
Эпĕ çак спектакльте вылянă Альбина Агеева артист-кăпа тĕл пулса калаçрăм. Вăл каланă тăрăх, +ирĕклĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕр саккăрмĕш çул ĕçлет çак театрта. Çулсем иртсе пынăçем Альбинăн пултарулăхĕпе ăсталăхĕ те самаях ÿснĕ-мĕн. Хальхи вăхăтра ăна режиссерсем тарăнрах сăнарсене калăплама явăçтараççĕ иккен. «Ентешсене хамăн ĕçĕм-хĕлĕмпе паллаштарсах тăрас килет, - терĕ кăмăллă туйăм çĕкленĕвне палăртса Альбина. - Пушкин карттин пархатарĕпе усă курса юлмаллах йĕпреçсен...».
Сăмах ваклама кăмăллакан Валерий Сергеев (вăл - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, манăн ентешĕм, Канаш тăрăхĕнчи Анаткас Татмăш ялĕнче çуралнă. - Патшалăх пире хамăрах сăнарлăх, ырлăх тĕнчипе çывăхраххăн паллашма хистет. Пирĕн çавăншăн патшалăхăн яваплă çыннисене сăпайлăн пуç тайса тăмалла...
Пушкин карттин усси çинчен шкулсенче пулнă чухне вĕренекенсене тĕплĕн каласа пама тăрăшатăп.
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ театрăн хастар ĕçченĕсем кун хыççăн Пăрачкав салине те çитме шутланине палăртрĕç.
Геннадий Васильев
Август 2026 |
