НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Чăваш чĕлхин эрни

Категория: Публикации Опубликовано: 30.04.2025, 12:25 Просмотров: 260

Ака уйăхĕн 21-25-мĕшĕсенче Çăкалăх шкулĕнче чăваш чĕлхи эрни иртрĕ. Мероприятисене  чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Юлия Васильевна Кошелева йĕркелерĕ.

Эрне хушшинче кашни кун кăсăклă та усăллă мероприятисем пулчĕç. 

Тунтикун чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевăн пурнăçĕпе, ĕç-хĕлĕпе паллашнинчен пуçланчĕ. Ачасем унăн произведенийĕсене вуларĕç, вĕсем тăрăх ÿкерчĕксем турĕç.

Ытларикун 6-9 классем хушшинче «Кам тавçăруллăрах;»  викторина иртрĕ. Унта 9-мĕшсене çитекенни пулмарĕ.

Юнкун «Чăваш литературин паттăрĕсен сăнарĕсем» ÿкерчĕксен конкурсĕ пулчĕ. Унта 5-7 классенче вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç. Çав кунах Раççейри Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин, Чăваш Енри +ĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» акци иртрĕ. Унта вĕренекенсем кăна мар, вĕрентекенсем те хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Парта хушшине ларса диктант çырчĕç.

Кĕçнерникун та мероприятисемпе пуян пулчĕ. Ачасем хăйсен сăвă çырас ăсталăхне кăтартрĕç. Ку конкурсра Алиса Семенова, Павлик Ананьев тата Юля Иванова çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç.

«Эп чăваш ачи» КВНра 5-8-мĕшсем хăсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Икĕ пая пайланса «+ăлтăрсемпе» «Чăвашсем» тупмалли юмахсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе, ребуссемпе ĕçлерĕç, Чăваш Енĕн паллă çыннисем пирки ыйтусем çине хуравларĕç. «+ăлтăр» команда маттуртарах пулчĕ.

Эрнекун, Чăваш чĕлхи кунĕнче, тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ çинчен калаçусем иртрĕç, çавăн пекех «Тăван чĕлхе — пĕлÿ çăлкуçĕ» конкурс пулчĕ. Унта 5-мĕш класри Марта Ананьева, Артур Кержаев тата 8-мĕш класри Саша Никифоров чи маттуррисем пулчĕç. Кĕçĕн класри Марина Васильева, Аделина Савастьянова, Арина Константинова «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акцие хутшăнчĕç. Пăхмасăр сăвă каласа хăйĕн ĕçĕсене интернета тăратрĕç.

Чăваш чĕлхи эрни питĕ кăсăклă та тулли иртрĕ. Кун пек мероприятисен пĕлтерĕшĕ  пысăк. Вĕсем ачасене чăваш чĕлхине юратса вĕренме хавхалантараççĕ, чĕлхе илемлĕхĕпе пуянлăхне туйма, пĕлĕве ÿстерме пулăшаççĕ.

«Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», – тенĕ И.Я. Яковлев. Апла пулсан чăваш чĕлхине юратса, ăна хисеплесе, малалла аталанма май парса пурăнар. Ытларах чăвашла калаçар. Хамăр юратнă чĕлхене яланах упрар!

Мария Орлова

Çăкалăх шкулĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译