НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Атте-анне пилĕпе, чăваш йăлипе

Категория: Публикации Опубликовано: 30.04.2025, 12:00 Просмотров: 308

Ваттисен ăслă каларăшĕ «Ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă» шăпах ăна пырса тивет. Çĕр ĕçĕпе пурăннă, хăйсем хыççăн ырă йĕр хăварнă йăх-несĕлсенчен, халăх хушшинче ятлă-сумлă, тĕслĕхлĕ пулнă ашшĕ-амăшĕнчен илсе юлнă пил-халала чун-чĕринче тытса тăван ен, çуралнă кĕтес аталанăвĕшĕн пĕтĕм пурнăçне панă вăл - Лев Ефимович Иванов, çак кунсенче хăйĕн 70 çулхи юбилейне паллă тăвакан Пăкăян тăрăхĕнчи хисеплĕ çын.

Вăл 1955 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче сакăр ачаллă (Арăслан 7-мĕшĕ пулнă) хресчен çемйинче çуралнă, ачаранах ĕç патнелле туртăннă, сĕтел çине çăкăр, çĕрулми тата ытти апат-çимĕç мĕн хакпа килнине лайăх пĕлсе ÿснĕ. Шкулта, аслăрах классенче вĕреннĕ чухне, çуллахи каникулсенче колхоза пулăшнă, нимĕнле ĕçрен те пăрăнса юлман, пуçăннă ĕçе кирек хăçан та тĕплĕ тума тăрăшнă,  вĕçне çитернĕ. Хул-çурăмне ĕçпе кăна мар, спортпа та пиçĕхтернĕ.

Лев Иванов тĕреклĕ те  патвар çамрăк пулса çитĕннĕ, ăс-тăнĕпе те, шухăшлавĕпе те çивĕч, анлă тавракурăмлă пулнипе палăрнă. Вăл 1971 çулта, Пăкăянти шкулта 8 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, ялхуçалăхĕнче питех те кирлĕ механизатор специальноçне алла илес ĕмĕтпе Етĕрне тăрăхĕнчи профессипе техника училищине кайса кĕнĕ. Теори пĕлĕвне практикăпа çыхăнтарса пынă май, вăл Казахстана çерем çĕрсене уçнă çĕре тухса кайнă, «хурçă утпа» пĕр совхозра кунне-çĕрне пĕлмесĕр суха тунă, тырă акнă.  Хуçалăх дирекцийĕ  çамрăк механизатора тăрăшулăх кăтартнăшăн Хисеп грамотипе хавхалантарнă. Ку Л.Е. Ивановăн пĕрремĕш награда пулнă.

Тăван ене тулли кăмăлпа, професси пĕлĕвне ĕçпе çирĕплетсе таврăннă вăл, Киров колхозра та  трактор çÿретме ĕмĕтленнĕ. Анчах Семен Яндутов председатель çамрăк специалистра чăн-чăн ертÿçĕ пахалăхĕсем пуррине асăрханă та ăна тÿрех сĕт-çу фермин заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ. Мĕн тетĕр; +улĕсене кура  мар, кĕске хушăрах маттур та хастар, пуçаруллă йĕркелÿçĕ пулнине кăтартса пама пултарнă Лев Ефимович, должноçри тивĕçне пахалăхлăн пурнăçласси малти вырăна тухса тăнă. Тĕп тĕллевсенчен чи пĕлтерĕшлисем - 30-35 çын ĕçлекен коллектива çитĕнÿсен çулĕ çине тăратасси, 250 пуçран кая мар сăвакан ĕнесен сĕт антараслăхне ÿстересси, фермăри ĕç, кану условийĕсене лайăхлатасси.

Кĕçех çамрăк умне тепĕр тивĕçе татас вăхăт килсе çитнĕ, салтака кайма ят тухнă.  Лев Ефимович Архангельскри ракета çарĕсен чаçне лекнĕ. Икĕ çултан хĕсметрен таврăнсан пĕр вăхăт уй-хир бригадирĕнче тăрăшнă, унтан каллех сĕт-çу ферминелле тăсăлакан çула такăрлатма тытăннă.

Тăван колхоз председателĕн тилхепине Виталий Руссков тытса пынă çулсене уйрăмах ăшă, хавхалануллă кăмăлпа аса илет Лев Ефимович. Ăста руководитель хуçалăхăн вăтам сыпăкри ертÿçисемпе _ уй-хир бригадирĕсемпе, ферма заведующийĕпе,  тĕп инженерпа, тĕп агрономпа пĕрле килĕштерсе ĕçлеме пĕлнĕ çав. Вăйсене пĕрлештерсе тимленипех ĕнтĕ хуçалăх районти тупăшусенче малти вырăнсене йышăнма тытăннă, куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялава та пĕрре кăна мар тивĕçнĕ. Ун чухне дояркăсем хăйсене шанса панă кашни ĕнерен çулталăкра вăтамран 3700 кг сĕт сунă,  ку кăтартăва çĕнсе илекенĕсем районта сайра пулнă çав çулсенче.

_ Фермăра ĕçленĕ вăхăт нихăçан та асăмран тухас çук.  Эпир хамăр вăя тăван колхоз аталанăвне хывнă  çулсенче ялта пурнăç кĕрлесе-шавласа кăна тăратчĕ, - аса илет иртнĕ ĕмĕрти 70-80-мĕш çулсене Лев Ефимович. _ Фермăри дояркăсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакан скотниксем валли ĕçлеме те, канма та тивĕçлĕ условисем туса панăччĕ. Уйрăмах Хĕрлĕ кĕтесре кăтартуллă йĕркеччĕ, кунта фтизиолаборатори пÿлĕмĕ те, саунăпа мунча та, буфет та пулнă. Колхоз тупăшлă ĕçлеме тытăнсан, фермăри пĕтĕм ĕçе механизацилесе çитернĕччĕ. Дояркăсем юрла-юрла ĕне сăватчĕç, вĕсен хушшинче чи талантлисемпе  пултаруллисем ушкăнпах районти конкурс-фестивальсене хутшăнатчĕç».

Лев Ефимович Киров ячĕллĕ колхозăн сĕт-çу фермин аталанăвне хăйĕн сумлă тÿпине хывнă, кунти пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 35 çултан та иртет. Халĕ вара ăна çавăн чухнехи  нумай  хуçалăх саланса кайни, хăй ĕçленĕ ферма юхăнса пĕтни питĕ пăшăрхантарать...

Тата тепĕр чун йăпатмăш ĕçĕ унăн - йывăç лартасси. Тăван ялне  тавраллипех хупăрласа тăракан симĕс патшалăх _ вăрман - ялан  хăй ытамне илĕртсе тăнă. Çавăнпах вăл Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче «мастер леса» специальноçа вĕренсе тухнă, 1995 çулхи çуркунне Йĕпреç вăрман хуçалăхĕн Киров лесничествин 7-мĕш обхочĕн лесникĕ пулса тăнă. Çул хыççăн çул иртсе пынă май çĕнĕ ĕç вырăнĕн ячĕ кăна улшăнса пынă, вăрманçăн тĕп тивĕçĕсем çавсемех юлнă: вăрмана хÿтĕлесси,  çутçанталăк ресурсĕсене саккунсăр майпа  хапсăнас шутлисен çулне пÿлесси, çутçанталăк пуянлăхне ĕрчетесси, килес ăрусем валли упраса хăварасси т. ыт. те.

Хăй ĕмĕрĕнче мĕнле ĕçе пуçăннă Лев Ефимович, çавна совĕç хушнă пек тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлассине тĕпре тытнă. Халĕ ĕнтĕ унăн архивĕнче пуçтарăннă мухтав хучĕсемпе тав çырăвĕсен шучĕ те çук. Çулсеренех ялхуçалăхĕнче курăмлă, тупăшлă ĕçленĕшĕн панă «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăсем, район администрацийĕнчен, республика министерствисенчен тивĕçнĕ мухтав хучĕсемпе тав çырăвĕсем çумне Раççей Федерацийĕн +утçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин Хисеп грамоти хушăннă. Вăрманçă тивĕçне чылай çул чун-чĕрепе парăнса пурнăçласа пынăскер, вăл общество ĕçĕнче те яланах пуçарулăхпа палăрнă. Колхозри парторганизацие чылай çул ертсе пынă, профсоюз лидерĕ пулнă. Лев Ефимовича ял-йыш хисеплесе тата шанса темиçе хутчен те Киров ял Канашĕн депутатне суйланă.

Лев Иванова шăпа лайăх мăшăр парнеленĕ, Бурсак поселокĕнче çуралса ÿснĕ Тамара Михайловнăпа тĕл пултарнă. Мăшăрĕ ун тивĕçлĕ канăва кайичченех Киров ял тăрăхĕнче бухгалтерта тăрăшнă, районти чи ăста шут ĕçченĕсенчен пĕри пулнă. Лев Ефимовичпа Тамара Михайловна çирĕп çемье çавăрнă,  пилĕк ачана пурнăç панă, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Асли, Олеся хĕрĕ, çемйипе Шупашкарта пурăнать, васкавлă медицина  пулăшăвĕ паракан больницăра, хирурги уйрăмĕнче медсестрара тăрăшать, вĕсен 2 ача.  Иккĕмĕшĕ,  Саша ывăлĕ, Мускаври патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, мăшăрĕпе  пĕр хĕре пурнăç панă, вăл халĕ Германире аслă пĕлÿ илет. Марина хĕрĕ Мускавра тĕпленнĕ аслă пĕлÿллĕ специалист, Газпромăн пĕр предприятийĕнче вăй хурать. Вĕсен çемйинче ывăлпа хĕр çитĕнеççĕ. Алеша ывăлĕ те çемьеллĕ, вăл - охотовед,  Шăрттанта пурăнать, мăшăрĕпе пĕр хĕрпе икĕ ывăла воспитани парса ÿстереççĕ. Ивановсен чи кĕçĕнни, Леня  ывăлĕ, Петербургра тымар янă, вĕсем те мăшăрĕпе виçĕ пепкене кун çути кăтартнă.

Ивановсен пĕтĕмпе 11  мăнук, вĕсемпе, йăх-несĕл тымарĕсем хунасах пынипе питĕ хĕпĕртеççĕ халĕ пенсионерсем. Лев Ефимович тивĕçлĕ канăва тахçанах тухнă, апла  пулсассăн та Йĕпреç лесничестви çуркуннесенче, йывăç массăллă лартмалли тапхăр çитсен, ăна ĕçе чĕнсе илет. Вăрман ăстаçи çутçанталăк ытамне тухма кирек хăçан та ухутах. «Хăвăр ĕмĕрте миçе йывăç лартрăр-ха, Лев Ефимович; - тесе ыйтсан. - Ух! шучĕ те çук, питĕ нумай, пинĕ-пинĕпе, халĕ çав хунавсенчен пысăк вăрман та пулса кайрĕ ĕнтĕ», - тет.

Ивановсен килти хушма хуçалăхĕнче те ĕç нумай. +ĕр ĕçне  туса пыма техники те çителĕклех, ывăлĕсем  хĕрÿ ĕççисенче пулăшсах тăраççĕ. Выльăх-чĕрлĕхне вара  Лев Ефимович хăй çине илнĕ. ,не те,  лаша та, сурăхсем те, чăххи-чĕпписем те пур. Ÿркенмеççĕ ялта тĕпленнĕ ĕçчен чăвашсем. «Выльăх-чĕрлĕхсĕр епле пурăнмалла-ха ялта; Атте-аннерен пыракан йăлапа тăрăшатпăр çапла, сĕтел çинче çăкăр-тăварĕ ытлă-çитлĕ пултăр тетпĕр.  Кун-çул кустăрми вара хăй еккипех чупать. Эп те, ав, çичĕ теçетке çул тултартăм, - тет юбиляр. - Мĕн ĕмĕр тăрш-шĕпех  маншăн чун йăпатмăш ĕç пулнă, чун уççи вара -  савнă мăшăрăм, çемье!».

Ыран, ,çпе  çуркунне уявĕнче, Ивановсен йышлă çемйи тăван киле пуçтарăнĕ, кил хуçин Лев Ефимовичăн сумлă юбилей кĕрекинче тăванлăх юррисем шăранĕç. Юбиляр хăй купăс каласах хăнасене савăнтарĕ.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译