Пысăк Упакассинчи культура çурчĕ çумĕнче саккăрмĕш уйăх ĕнтĕ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли хÿтлĕх каррисем çыхакансен клубĕ ĕçлет. Кашни хÿтлĕх каррине хĕрарăмсем кĕлĕ вуласа çыхаççĕ, хăйсен чун ăшшине хываççĕ, конвеер пĕр чарăнмасăр ĕçлет.
Çак тапхăрта хĕрарăмсем ăсталансах çитнĕ, çавна май ĕç хăвăртлăхĕ те ÿссех пырать. Вĕсем Аслă Çĕнтерÿ кунĕ çитиччен, Майăн 9-мĕшĕччен, 100 карă çыхса хатĕрлеме тĕллев лартнăччĕ. Сăмаха çирĕп тытнă амăшĕсем, акă, çак кунсенче çĕрмĕш хÿтлĕх каррине станок çинчен хыврĕç, СВО зонине ăсатма хатĕрлесе хучĕç.
Ĕçчен хĕрарăмсем, аслă чĕреллĕ амăшĕсем, канма пĕлмесĕр, килти ĕçсенчен хăпăнсанах, клубра пухăнаççĕ, сеть хыççăн сеть караççĕ те çыхма пуçлаççĕ.
Хÿтлĕх каррисем пирĕн мирлĕ тÿпене, çĕршывăмăрăн патшалăх интересĕсенехÿтĕлекенсен пурнăçне çăласса шанаççĕ вĕсем. Хăйсем вара вăрçă чарăнасса, паттăр ентешĕмĕрсем киле чĕрĕ-сывă таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Светлана Иванова
Август 2026 |
