НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Ĕç ушкăнĕ стройкăсенче пулнă

Категория: Публикации Опубликовано: 30.04.2025, 11:18 Просмотров: 263

Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов тата Йĕпреç район прокурорĕ Василий Николаев муниципалитет  территорийĕнче хальхи вăхăтра хĕрÿ ĕçсем вăй илсех пыракан строительство тата юсав объекчĕсене çитсе курнă.

«Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикине 2025-2030 çулсенче комплекслăн аталантарасси» программăпа килĕшÿллĕн Йĕпреç енри темиçе объектра та ĕç шавĕ илтĕнсе тăрать халь, палăртнă тĕллевсене вĕçлесен пурнăç пахалăхĕ палăрмаллах ÿсмелле.

Ĕç ушкăнĕ чи малтанах Кĕлĕмкассинчи шкулта пулнă. Кунта «Вĕрентĕве аталантарасси» патшалăх программин «Вĕрентĕвĕн шкул тытăмне модернизацилесси» çумпрограммипе  тĕплĕ юсав ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ. Строительствăра тăрăшакансемпе курнăçса калаçнă май, Игорь Семеновпа Василий Николаев вĕренÿ заведенийĕ улшăнса çĕнелессипе, ĕç графикне пăхăнассипе, юсава пахалăхлăн тата вăхăтра пурнăçлассипе çыхăннă ыйтусемпе интересленнĕ.

Хурамал салинче 150 вырăнлăх культура çуртне  тăвасси ĕç те пысăк хăвăртлăхпа пулса пырать. Строительсем опытлăскерсем, вĕсем ĕç пахалăхĕшĕн яваплăха туйса тăрăшаççĕ.

«Яллă территорисене комплекслăн аталантарасси» федераци программипе Чăваш Тимеш салинчи ачасем вылямалли тата спорт площадкинче хăтлăх, тата ун таврашĕнче тирпей-илем тăвассипе тăрăшса ĕçлеççĕ.  Вырăна тухса ирттернĕ канашлăва хутшăннисем кунта вăй хуракансен  ĕçĕ-хĕлĕпе  тĕплĕн паллашнă, хăш-пĕр çитменлĕхсене пĕтерме сĕннĕ. Муниципалитет пуçлăхĕ те, район прокурорĕ те строительсем пуçăннă ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлăн пурнăçласса шаннине пĕлтернĕ. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译