Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалласа Етĕрне муниципалитет округĕнчи Уйкас Асламас культура çуртĕнче Чăваш наци конгресĕ пуçарнипе Йĕпреç, Етĕрне муниципалитет округĕсен хушшинчи «Чураш пики - 2025» конкурс иккĕмĕш хут иртрĕ.
Конкурса пĕринчен тепри илемлĕ, ăслă, пултаруллă, хÿхĕм 5 чăваш пики хутшăнчĕ: Йĕпреç тăрăхĕнчи Ольга Сильвестрова, Анна Прохорова, Эльвира Пашкова, Дарина Трякова тата Етĕрне тăрăхĕнчи Валерия Иванова.
Конкурса Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев уçрĕ, ăмартăва хутшăнакансене ăнăçу сунчĕ, курма килнĕ хăнасене уяв ячĕпе саламларĕ.
Пикесен ăмăртăвĕ чăннипех те илемлĕ те пуян пулчĕ. Чăваш тумĕпе илемлĕн сцена тăрăх утас, куракансене хăйсемпе паллаштарас, пултарулăха тата ăс-тăна тĕрĕслес, чăваш апат-çимĕçĕ çинчен пуян каласа парас тата асанне арчинче упранакан чăваш тумĕпе паллаштарас конкурссем куракансемшĕн питĕ кăсăклă пулчĕç, хĕрсем ăмăртăва тĕплĕн хатĕрленнине кăтартса пачĕç.
Ламран лама пыракан, сыпăкран сыпăка килекен ăшпиллĕх, чыслăх, ирĕклĕх, таса чунлăх, ыр кăмăллăх пирĕн çамрăксенче пурах. Тÿресене çĕнтерÿçĕне палăртма çăмăл пулмарĕ.
«Чураш пики - 2025» ята Ольга Сильвестрова тивĕçрĕ.
Ытти пикесем çак номинацисенче çĕнтерчĕç:
«Вице Чураш пики - 2025» - Дарина Трякова;
«Пултаруллă пике» - Валерия Иванова;
«+епĕç пике» - Анна Прохорова;
«Хÿхĕм пике» - Эльвира Пашкова.
Пикесене дипломсемпе парнесем парса чысларĕç.
Людмила Клементьева,
ЧНК вырăнти уйрăмĕн ертÿçи
Август 2026 |
