НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Пĕчĕк чиперкке» конкурс çĕнтерÿçисем

Категория: Публикации Опубликовано: 25.04.2025, 14:08 Просмотров: 572

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Пучинке ялĕнчи «Пучах» ача садĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕчĕк чиперкке» конкурс ирттернĕ. Ача садне çÿрекен пултаруллă та маттур чиперккесем конкурсра хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне кăтартрĕç. Хĕр пĕрчисем 5 тĕрлĕ конкурса хутшăнчĕç, хăйсемпе паллаштарчĕç, юрларĕç, сăвă каларĕç.  Апат хатĕрлеме те ăста пулчĕç, чăваш эрешĕсенчен масмак тума те  пĕлеççĕ иккен вĕсем, илемлĕ ташăпа та савăнтарчĕç. 

«Пĕчĕк чиперкке» конкурсăн çĕнтерÿçи пулма Ульяна Ильина тивĕçрĕ. 

Ыттисене те номинацисем тăрăх çĕнтерÿçĕ ятне панă: София Ларионова - пултаруллă чиперкке Таисия Мурзанова - сăпайлă чиперкке   Дарья Петрова - илемлĕ чиперкке, Амелия Михайлова -  хастар чиперкке.

 «Пучах» ача сачĕн ер-тÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Дина Трякова конкурса хутшăннă чиперккесене дипломсем тата хаклă парнесем парса чысларĕ.

Кĕçĕн ушкăна çÿрекен шăпăрлансем курма килнĕ ашшĕ-амăшне хăйсен пултарулăхĕпе - юрри-ташшисемпе - савăнтарчĕç.   Чăваш наци конгресĕн Йĕпреç муниципалитет округĕн вырăнти уйрăмĕн ертÿçи Людмила Клементьева уява хатĕрленме пулăшнă воспитательсене Татьяна Пашковăпа Нина Михайловăна Хисеп хучĕсемпе, Алина Ивановăпа Ирина Клементьевăна тав хучĕсемпе наградăларĕ. 

Нина Михайлова,

музыка руководителĕ, 

Алина Иванова,

воспитатель

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译