Вăтаелĕнче пурăнакан Иван Ивановичпа Вера Семеновна Исаковсем пысăк уява паллă турĕç. Вĕсем 50 çул пурнăç çулĕпе пĕрле, пĕрне-пĕри ăнланса тата пулăшса утаççĕ.
Мĕн паянчченех пĕр-пĕрне юратса хисеплекен мăшăр çине пăхма питĕ кăмăллă. Вĕсем иккĕшĕ те пĕр ялтанах. Иван Иванович бригадир, кайран автотехника паркĕнче механик-инженер пулса ĕçленĕ. Вера Семеновна Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, вăл Эйпеçри шкулта ачасене хими вĕрентнĕ.
Исаковсем тăватă ача çуратса пăхса ÿстернĕ, ашшĕ-амăшĕн тивĕçне пурнăçласа вĕсене воспитани парса ура çине тăратнă. Сакăр юратнă мăнукĕ - кил-çуртра чи кĕтнĕ хăнасем.
Çур ĕмĕр иртсен те мăшăр чун ăшшине, ачаш туйăмсене упраса хăварма пултарни паян çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Ылтăн туйпа Иван Ивановичпа Вера Семеновна Исаковсене Йĕпреç округĕн администрацийĕн ЗАГС пайĕн ертÿçи Светлана Козлова тата Эйпеç территори пайĕн ĕçченĕсем саламланă. Вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх, таса çăлкуç пек иксĕлми чун хăвачĕ суннă, асăнмалăх парнесемпе чысланă.
Анна Евграфова
Август 2026 |
