Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин пуçарăвĕпе «Пĕтĕм Раççейри историллĕ палăксене тимлĕх уйăрмалли кун» акци шайĕнче Пăкăянти вулавăшра субботник йĕркеленĕ.
Ачасене малтанах Вероника Степанова библиотекарь таврари асăну палăкĕсем, паллă вырăнсем, музей пирки каласа панă. Чăваш Енри мемориалсем çинчен çырнă кĕнекесемпе паллаштарнă, пĕринче Киров поселенийĕнчи обелиска та асăнса хăварнă иккен.
Унтан ачасемпе аслисем Аслă вăрçăра пуçĕсене хунă ентешĕсем ячĕпе лартнă обелиск умне кайнă. Кунти плитасене шывпа çуса тасатнă.
Ĕç пынă май ачасем чыслăх, тăнăçлăх, çĕнтерÿ пирки, вĕсем асаттесен, мăн асаттесен виçесĕр паттăрлăхĕпе мăнаçланни çинчен калаçнă.
Август 2026 |
