НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Тасалăх хамăртан килет

Категория: Публикации Опубликовано: 21.04.2025, 10:32 Просмотров: 1020

Кăçал çуркунне тĕлĕнмелле ир тата хăвăрт килчĕ, юрĕ сахал пулнă пирки хăш вăхăтра ирĕлсе пĕтнине сиссе те юлаймарăмăр. «Путăксемпе, варсемпе çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлемесĕрех» çĕр пичĕ типсе те çитрĕ. Апла пулсан – юр айĕнчен тухакан çÿп-çапа, пĕлтĕрхи типшар ÿсен-тăрана пуçтарса тавралăха тирпей-илем кĕртме те вăхăт.

Йĕпреç округĕ çурхи субботниксене яланхи пекех активлă та йышлă тухрĕ. Сăмахран, Йĕпреç салинче ирттернĕ тирпей-илем кĕртес ĕçе чылайăн хутшăнчĕç, тĕп урама тасатса илемлетрĕç. Тĕрлĕ организацисем хăйсем çине çирĕплетнĕ лаптăксене шăлса тасатрĕç. Кашни ял тăрăхĕнчех çакăн пек субботниксем иртни çинчен интернетри каналсем пĕлтерсех тăраççĕ. Ялсенчи территори пайĕсен тата культура ĕçченĕсем палăрăмлăрах вырăнсене сăн-сăпат кĕртнĕ, палăксем тавралла тасатнă. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем те юлмаççĕ вĕсенчен: вăрçăра пуçĕсене хунă паттăрсене халалланă палăксене пăхса тăрасси чылай шкулта ырă йăлана кĕчĕ. +авăн пекех вĕренÿ заведенийĕсем тавра та вăхăтра тасатма тăрăшаççĕ. Чылай ялсенче массăллă субботниксем иртрĕç. Сăмахран, Чăваш Тимеш, Чăрăшкасси, Çĕнĕ Выçли, Ирçе Çармăс тата ытти ялсенчи чи сăваплă вырăнсене – масарсене  тирпей-илем кĕртнĕ. «Юлашки çулсенче кăçалхи чухлĕ çын нумай пуçтарăннине астумастăп. Мăнаçланатăп, мухтанатăп ял çыннисемпе, айккинче юлманшăн кашнинех тав сăмахĕ калас килет», -  савăннине пытармасть Чăрăшкасси ял старости Анатолий Илларионов.

Кашни çын хăй пурăнакан вырăншăн ответ тытсан мĕн тери аван пулмалла. Харпăр хăй килĕнче никам та урайне çÿп-çап пăрахмасть. Тăван ял-хула та пирĕншĕн килех-çке. Сăмахран, Йĕпреç урамĕсене илем кÿрекен тĕмсем айĕнче çуркунне куç умне тухса тăракан ÿкерчĕк пăшăрхантарать... Мĕн кăна выртмасть унта! Паллах, çак илемсĕрлĕхе тăвакансем тасатас, тарпейлес ĕçе пачах та хутшăнмаççĕ. Çавăнпа та чĕнсе каланин те усси пулас çук. Çапах та, тăванăмăрсем, культура хамăртан пуçланать: канихвет хутне, чипсы е типĕтнĕ çăкăр пакетне, сок е урăх шĕвек савăтне ăçта усă куран çавăнта пăрахма е тĕмсем айне ывăтма тăхтаса тăрсан, кăсьене е пакета чиксе çывăхри çÿп-çап контейнерĕ патне çитерсен тавралăх чылай тасарах пулмалла.

Эльвира Анисимова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译