Тăван çĕршывăн аслă вăрçин хăрушла вут-çулăмĕ витĕр пирĕн улăп евĕр çĕршыв пĕтĕм тĕнче тĕлĕнмелле паттăрла Çĕнтерÿпе тухнăранпа кĕçех 80 çул çитет. Ку пулăм пĕтĕм этемлĕхшĕн мăнаçлă уяв, манăçми астăвăм. Хĕрлĕ Çар хамăрăн çĕре çеç мар, Европăри чылай çĕршывсене ирсĕр фашизм пусмăрĕнчен хăтарса никам парăнтарайми вăй пулнине кăтартса пачĕ.
Ĕмĕртен йывăр вăхăтсенче хăйсен паттăрлăхĕпе, пысăк пултарулăхĕпе палăрнă çынсене орденсемпе, медальсемпе чысласси йăлара. Кашни наградăн хăйне евĕрлĕ шăпа. Александр Невский орденне I Петĕр император указĕпе (вилнĕ хыççăн 4 уйăхран) I Кĕтерне патша вăхăтĕнче 1725 çулхи çу уйăхĕн 21-мĕш кунĕнче кăларма йышăннă. Çапла вара кăçал çак награда 300 çул тултарать.
Ытти орденсенчен вăл мĕнпе уйрăлса тăрать-ха? Ку орденпа хальхи кунсенче те çĕршыв хăрушсăрлăхне вăйлатас тесе, çар, наука енĕпе палăрмалла пысăк ĕçсем тунăшăн чыслаççĕ. Хальхи вăхăтра çак наградăна тивĕçнисем: Александр Фетисов (Патшалăх Канашĕн депутачĕ), патриарх Кирилл, Иван Поликарпов (Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕ). Александр Невский орденĕ полководецăн орденĕ шутланать. Паллă полководецсем Александр Суворов, Михаил Кутузов, Федор Ушаков флотоводец çак орденăн кавалерĕсем. 1917 çулта ытти орденсемпе пĕрле большевиксем çак ордена та пăрахăçланă пулнă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче 1942-мĕш çулхи июлĕн 29-мĕшĕнче çак награда иккĕмĕш хут пурнăç илнĕ. Ку орденпа вăрçă çулĕсенче пысăк паттăрлăх кăтартнă командирсене чысланă. Эпĕ чăваш наци вулавăшĕнче тупса палăртнă тăрăх, пирĕн республикăра çак наградăн кавалерĕсем 64 çын. Йĕпреç тăрăхĕнче çак сумлă чыса тивĕçнисем виççĕн: Федор Васильевич Елдырев, Николай Романович Кириллов (Шуркасси), Иван Федорович Уфтяков (Тури Кĕлешкасси).
Ман ентешĕм Федор Васильевич çут тĕнчене 1913 çулхи чÿк уйăхĕн 14-мĕш кунĕнче килнĕ. Ун ачалăхĕ тăван ялти Тури урамăн анат енчи лаштра йăмрасен айĕнче иртнĕ (халĕ унта Анатолий Кураков çемйи пурăнать). Пĕчĕклех амăшĕсĕр юлнă ачана килти хуçалăхра пысăкрах ĕçсене те явăçтарнă. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан анчахрах йĕркеленнĕ «Победа» колхозра ĕçленĕ, «Социализм» артельте те ытти ентешĕсемпе пĕрле вăй хунă. Сăмах май, каярахпа Федор Васильевич пĕр вăхăт асăннă колхозăн ертÿçинче тăрăшнă.
Амăшне çухатнă хыççăн çемьере хĕрарăм алли çитменни пур енчен те палăрнă. +авăнпа та каччăн 18 çултах авланма тивнĕ. Çĕнĕ урам пуçламăшĕнчи килте хăйне килĕшекен хĕр тупăнсан, Хĕветĕрĕн çамрăк чĕри хăпартланнă. Хăйĕн çулĕсене кура мар кĕрнеклĕ Елин ун мăшăрĕ пулса тăнă. Янăравлă уçă саслă Елин ялта юрă ăсти шутланнă. 1932-мĕш çулта ывăл ача Ванюш, тепĕр икĕ çултан Клавти ятлă хĕр çуралнă. +емье ача сассипе киленнĕ. Анчах çамрăк мăшăрăн юрату ытамĕнче нумай вăхăт йăпанса пурăнма тÿр килмен, 1935-мĕш çулта Хĕветĕрĕн Хĕрлĕ Çар ретне тăма хут çитнĕ. Çамрăк çыннăн çар служби Белорус çĕрĕ çинче, Слуцк хулинчи зенитлă артиллери дивизийĕн 5-мĕш пайĕнче пуçланнă. Ăс-тăн енчен пысăк тавракурăмлă та маттур чăваша çулталăкранах оруди командирĕ пулма шаннă. Хĕветĕре çарта юлма ÿкĕтленĕ пулсан та, ун ялах таврăнма тивнĕ. Икĕ пĕчĕк ачапа юлнă мăшăрĕ юлашки çулсенче час-часах чирлени чуна ыраттарнă, салтак хĕсмечĕн вăхăчĕ иртсен вăл Упакассинех таврăннă. Анчах мирлĕ пурнăçпа çемьере килĕштерсе пурăнма Хĕветĕрĕн каллех май килмен. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланни çамрăк мăшăрăн ĕмĕчĕсене пĕтĕмпех хупланă. 1940-мĕш çулта Елдырева Мускав çар округĕнчи курса вĕренме янă. Аслă лейтенант ятне илнĕ каччă хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă, ыттисемшĕн тĕслĕх пулнă.
Вăрçă пуçлансан тÿрех Хĕветĕр пĕр тăхтамасăр фронта тухса каять. Ман ентеше малтан взвод командирĕ, тепĕр çултан батарея командирĕн пулăшаканĕ пулма уйăрса лартнă. Хĕвеланăç фронт салтакĕсем çĕршывăн тĕп хулине Мускава Гитлер çарĕнчен хÿтĕленĕ, çакăнта 1942-мĕш çулта Хĕветĕр Елдырев партие кĕнĕ. 1943-мĕш çулта хĕрÿ чĕреллĕ коммуниста çапăçура пысăк паттăрлăх кăтартнăшăн «За отвагу» медальпе наградăланă. Кунран кун çар ĕçĕн ăсталăхне тата ăшран тухакан хастарлăхне ентешĕм ÿстерсе пынă. Çулталăкран Елдырев капитана II Белорус фронтĕнчи 50-мĕш çарăн 343-мĕш стрелок дивизине кĕрекен батарея командирне лартнă. Хăйне шанса панă салтаксемпе вăл Могилев, Гродно хулисемшĕн пынă çапăçусене хутшăннă. Хĕрлĕ çар Белорус çĕрĕ çинчен тăшмана вирлĕн аркатса Польшăна кĕнĕ, Нарев шывĕ патнелле çывхарнă. Çак тапхăрта II Белорус фронтне Григорий Захаров генерал-майор ертсе пынă. Унăн I Белорус фрончĕпе çывхарса пĕрлешмелле пулнă. Тăшман, 150 танк тата ытти тĕрлĕ орудипе вăйлă çирĕпленсе ларнăскер, пирĕн салтаксем çине тăхлан «çумăрĕ» çутарнă. Çухатусем икĕ енчен калама çук нумай пулнă. Хĕрлĕ çар парăнман, 500 çухрăма талпăнса пырса IX-мĕш ĕмĕрте никĕсленнĕ Ломжа хули патне çитнĕ. Кунта маларах çирĕпленсе, вăй илсе ларнă гилеровецсем хăйсен çĕнтерĕвне питĕ шанса наступлени пуçланă, Хĕрлĕ çара сирсе, самаях вăйсăрлатасшăн сĕмленнĕ. Пирĕн салтаксем, малтан хÿтĕленекенсем, каярахпа талпăнса 8 çухрăм тăршшĕ Польша çĕрне фашистсенчен ирĕке кăларнă. Авăн уйăхĕн 13-мĕш кунĕнче Ломжа хулишĕн хĕрÿ çапăçу пулса иртнĕ. Ку юнлă çапăçу пирки çав çулах чÿк уйăхĕн 2-мĕш кунĕнче тухнă «За Родину» хаçатра çак йĕркесем пур: «сарăмсăр чун тухнă вилесем хушшинче ытларах вырăссем, поляксем, еврейсем. 2 пин çынран хăшĕсене гестапо пуçлăхĕсем хушнипе çунтарса, кĕлне танксемпе хытарса 25-30 см çÿллĕш хăпартнă». Яланхи пекех, манăн ентеш малти ретре пулса хăйĕн салтакĕсене тĕслĕх кăтартса, командир тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Çакăншăн паттăр коммунист-фронтовика Александр Невский орденĕпе наградăланă. Çапăçура сулахай пĕççине йывăр амантнă хыççăн уйăх çурă патне Хĕветĕр ентешĕм госпитальте сипленнĕ. Кĕр кунĕсенче вăй илнĕ хыççăн, юр çусан, каллех фронта çул ÿкнĕ.
1945 çул. Гитлер çарĕн вăйĕ самаях пĕтнĕ пулсан та, Хĕвелтухăç Пруссинче Кенигсберг хули тавраллах тăшман çирĕпленсе ларни куç кĕрет пулнă. Кунта вĕсем çĕр çинче кăна мар, çĕр айĕнче те тĕрлĕ сооруженисем, бункерсем, куçмалли çулсем йышлă хатĕрленĕ. Кăрлачăн 13-мĕш кунне икĕ Белорус фрончĕ наступлени пуçланă, тĕп вăйсемпе пĕрлешме ăнтăлнă гитлеровецсене уйăрса ярса айăккинелле сирнĕ. Кĕçех пулăшма III Белорус фрончĕ те çитнĕ.
Çапăçу Хĕрлĕ Çарăн витĕмлĕ çĕнтерĕ-вĕпе вĕçленнĕ. Ентешĕн кăкăрĕ çинче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ кĕçех çуталнă, унсăр пуçне каярах «Кенигсберга илнĕшĕн» тата «Германинче çĕнтернĕшĕн» медальсем те хутшăннă.
Вăрçă пĕтнĕ пулсан та, салтаксене тÿрех килĕсене яма тăхтанă. 1946-мĕш çулхи çуркунне çеç ман ентеш яла таврăннă. Çар ĕçне лайăх пĕлнипе вăрçă хыççăн вăл çулталăк патне Украинăра Киев çар округне кĕрекен 343-мĕш стрелоксен дивизинчех ĕçлесе пурăннă. Мăшăрĕ Елин вăхăтсăр çĕре кĕни Хĕветĕр пиччен шухăшĕсене улăштарнă. Пĕр вăхăт ачисемпе çеç йăпансе пурăннă хыççăн вăл Татьяна, хăйсен урамĕнчех ÿснĕ хĕре, качча илнĕ. Савнă мăшăрĕпе вĕсем 5 чуна пурнăç панă, ура çине тăратнă. Кашнинех Хĕветĕрпе Татьян аслă пĕлÿ пама тăрăшнă. Пурте тенĕ пекех хăйсен пурнăç тĕллевне тупнă. Шел, Лена хĕрĕ йывăр чире пула иртерех тăванĕсенчен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ. Хĕветĕр ентешĕн икĕ ывăлĕ инженерсем, хĕрĕ Тамара педагог, кĕçĕн ывăлĕ Борис ялхуçалăх институтĕнче икĕ çул вĕренсен, яла механизатор пулса ĕçлеме таврăнчĕ, хăй ĕçĕпе «Хисеп палли» ордена тивĕçрĕ.
Ентешĕм чунпа кĕтнĕ 70 çулхи юбилейне пурăнса çитереймерĕ, 1983-мĕш çулхи чÿкĕн 10-мĕш кунĕнче вăл çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлчĕ. Сумлă ентешпе сывпуллашма шкул ачисем те чылайăн хутшăнчĕç. Хĕветĕр Елдыревăн вилĕмсĕр ячĕ яланах халăх асĕнче юлĕ.
Нина Ерилеева,
Пысăк Упакасси ялĕ
(Статьяра Подольскри çарпа вăрçă архивĕнчен илнĕ материалсемпе усă курнă).
Август 2026 |
