НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Концерт чи пысăк парне пулчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 11.04.2025, 09:20 Просмотров: 1873

Маскировка хатĕрĕсем çыхас ĕçе хастар хутшăнакан пĕрлешÿсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса туслă ĕçлеççĕ. Ăмăртмалла тесен те юрать, анчах та çак ăмăртура пĕрне-пĕри никамран ытларах тĕрев параççĕ, ăшă сăмахпа хавхалантараççĕ, кирлĕ чÿхне тĕрлĕ енлĕ пулăшма васкаççĕ. Çакă ĕнтĕ гуманитари ĕçне хутшăнакан çынсем чун-чĕрипе тата кăмăл-туйăмĕпе пĕр пекрех пулнипе çыхăннă пулĕ.

Туçара салтаксем валли хÿтĕлев пĕркенчĕкĕсем ăсталама тытанни 7 уйăх çитрĕ. Пĕрремĕш утăмсем тума туçасене Çирĕклĕри алă ăстисем пулăшрĕç: вăл вăхăтра çак икĕ ял хушшинчи çула час-часах такăрлама тиврĕ. Паянхи куна вара Туçара «пиçсе тухнă» пĕркенчĕксен шучĕ 100 патнех çывхарчĕ.

Нумаях пулмасть Туçари культура çурчĕ çумĕнчи «халăх» ятне тивĕçнĕ «Ахах» фольклор ушкăнĕ Çирĕклĕ ялне концертпа пычĕ. Шухăшне ушкăн ертÿçи Ираида Ильина, вăлах ялти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ те, тахçанах тытса хунă: пулăшса пынăшăн тав сăмахĕ каламаллах, уйрăмах Ираида Федотовăпа Светлана Ефремовăна чĕререн тав тумалла. Юрă-ташăран лайăхраххи мĕн пултăр; Чи паха парнене çирĕклĕсем хапăл тусах йышăнчĕç, артистсене тăвăллăн алă çупса чĕререн тав турĕç. Икĕ ял хушшинчи, пархатарлă ĕçе хутшăнакан икĕ ушкăн хушшинчи туслăх тата та ытларах çирĕпленчĕ.

Хамăр корр.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译