Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Енĕн тата Луганск Халăх Республикин Общество палатисем пĕр-пĕринпе туслăн килĕштерсе ĕçлесси çинчен калакан икĕ енлĕ килĕшĕве алă пуснă.
Общество палатисен председателĕсем Алексей Автономов тата Сергей Коваленок алă пусса çирĕплетнĕ документ, икĕ регион хушшинче тунă туслăхпа тăванлăх килĕшĕвĕ - ĕçлĕ çыхăнусене çĕнĕ вăй-хăват хушса аталантарса пымалли çирĕп те пĕлтерĕшлĕ утăм. Ÿлĕмрен Общество палатисем пĕрлехи проектсене пурнăçлассипе, общество умĕнче тăракан актуаллă ыйтусене татса парассипе, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе улшăнса илессипе çывăхраххăн пĕр тĕллевлĕн тимлĕç.
Август 2026 |
