Юбилей кĕрекине ларма тивĕçлĕ сăлтав тупса панă çак çулталăка чăтăм-тÿсĕмне çухатсах кĕтнĕ иккен Илья Егорович Кузнецов, Йĕпреç тăрăхĕнчи паллă та сумлă çынсенчен пĕри, хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче ентешĕсемпе ĕçтешĕсем умĕнче ыррине, лайăххине сахал мар тунăскер. Виçĕмкун, ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче, вăл сакăр теçетке çул тултарчĕ, çавна май тĕрлĕ çĕртен йышлă килнĕ саламсене кăмăлтан йышăнчĕ.
«Пĕлетĕр-и, 2025 çул вăл - пирĕн çемьешĕн кĕтнĕ çулталăк, - тет Илья Егорович, хĕвел шевли иленнĕ сăн-питне ăшă кулăпа çутăлтарса. - Мăшăрăм, Галина Васильевна, çăва тухсан çитмĕл пиллĕк тултарать. Юратăвăн пĕрремĕш «çимĕçĕ» - аслă ывăлăм - çур ĕмĕре çитет. Турă пилĕ-тивлечĕпе виçсĕмĕр те юбилее пĕр вăхăтра, çуллахи илĕртÿллĕ тĕнче ытамĕнче, чечеклĕ çеçкесен ялтравĕнче паллă тăвăпăр...».
Аслă ывăлĕ, Çурçĕрте врач-психиатрта ĕçлекен Сергей тата Хусанта тĕпленнĕ хĕрĕ, химик-технолог профессине алла илнĕ Лена тăватă хут асатте-кукаçи пулнă ашшĕне никамран та маларах саламларĕç.
«Ывăлăм, эсĕ +ĕнтерÿ салючĕн çутипе çут тĕнчене килнĕ, - пепкене кăкăрĕ çумне хурса ачашшăн лăпканă май тараватлăн пупленĕ амăшĕ, Кĕлĕмкассинчи маттур та ĕçчен хĕрарăмсенчен пĕри, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пынă çулсенче тылра канăç мĕнне пĕлмесĕр тăрăшнăскер. - Тимĕрçĕ йăх-ăратне малалла тăсмалла пултăр, аçу сунтал çине хурса туптакан тимĕр пек пиçĕ те çирĕп пул...».
Кĕнекесенчи геройсен сăнарĕсемпе хавхаланнă Иллен çитĕнсе çитнине çирĕплетекен документлă пулнă хыççăнах романтикăн кĕмĕл парăсĕн варкăшĕ хистенипе аякка-аякка тухса каяс туртăм вăраннă иккен. Илĕртÿллĕ ĕмĕт çамрăка Казахстан çĕрĕ çинех илсе çитернĕ, хăй тĕллĕн ĕçлесе капăр çи-пуçпа çÿресси канăç паман ăна. Вырăсла лайăхах калаçма вĕреннĕскер шахта машинисчĕсене хатĕрлекен професси-техника училищинчен специальноç илсе тухнă та «Караганда уголь» трестăн пĕр шахтинче электровозпа çĕр кăмрăкĕ турттарма тытăннă. Уйăхсерен кĕсъене чикекен 250-300-шер тенкĕ укçа тумланма та, киле ярса пама та çитнĕ. Анчах кунта килениччен ĕçлеме тÿр килмен. Илья Кузнецова Совет çарĕн ретне тăма ят тухнă.
«Шахтăранах салтака кайрăм, - аса илет паян Илья Егорович хăй хыççăн «çырăнса» юлнă çул çине киленÿллĕн çаврăнса пăхнă май. - Вăтам Азири республикăсемпе паллă хуласене пурне те çитсе куртăм темелле. Чикĕ хĕрринчи Кушкăра та пултăм. Тăван çĕршывăмăрти тĕрлĕ чĕлхеллĕ халăхсен туслăхĕ мĕн тери çирĕп те вăйлă пулнинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕччĕ ун чухне. Шаннăччĕ ĕмĕрĕпех çапла пуласси. Эккей, тĕнче тикĕс мар иккен. Эпир, «вăрçă ачисем», упранă тăнăçлăха та шелсĕррĕн пăсакансем тупăнчĕç».
Самана таканари шыв пек вĕресе-чÿхенсе тăни çапла калаçтарать ăна. Унтан Илья Егорович асаилĕвĕ каллех утмăл çул каяллахи пулăмсене «чĕртсе» тăратма хистерĕ...
Çарпа политика вĕренĕвĕн хастарĕ 3 çултан Чăваш çĕршывне килсе çитнĕ те, мирлĕ ĕç тумне тăхăнса, тÿрех хăйĕн пĕлĕвне пуянлатма тытăннă. Вăрнарти ял хуçалăх техникумне, агрономи уйрăмне каясси пирки салтак пăтти çинĕ чухнех çирĕппĕн шухăшласа хунă вăл. Унтан пĕр шит те чакман, çирĕм тултарсан тÿрех кÿршĕ района çул тытнă. Тăрăшсах вĕреннĕ, техникумăн общество пурнăçне те хутшăннă, спорт ăмăртăвĕсенче техникумăн чысне хÿтĕлесе, малти вырăнсене йышăнса пынă. Ăннă Кĕлĕмкасси каччине: диплом ăнăçлă хÿтĕлесен, агронома Йĕпреç тăрăхне, Пăкăянти Киров ячĕллĕ колхоза янă. Семен Яндутов ертсе пыракан хуçалăхра пĕрремĕш хут ял-йышпа пĕрле çураки, унтан вырма ирттернĕ вăл, кĕр мăнтăрĕн пĕтĕмлетĕвĕпе правленин «Тулли пучах» парнине тивĕçнĕ.
Вăрманти поселока «пĕчĕк Шупашкарпа» танлаштараççĕ. Ара, иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Чăваш Енĕн пур кĕтесĕсенчен те тенĕ пек куçса килес юхăм пуçланнă Юпал юханшывĕн тăрăхĕнче. Истори пĕлтерĕшлĕ вырăн вăл. Вăййа тухнă хĕрсене аса илтерекен хурăнсемпе чикĕре тăракан пограничник пек яштак хырсем илем кÿрекен хутлăхра хăйĕн юратăвне тĕл пулнă Илья Кузнецов. Тăвай тăрăхĕнчи Сăхăтпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Галина Смирновăпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Агрономпа вырăнти шкулта ачасене хими тата биологи ăслăлăхĕсене алла илме пулăшакан вĕрентекен 51 çул ĕнтĕ кун-çулăн анлă та вăрăм çулĕ тăрăх шанчăклăн малалла утаççĕ, хăйсен çак таранччен пухнă ăс-мулне çĕнĕ ĕмĕрти яш-кĕрĕме парнелеççĕ.
Галина Васильевнăпа Илья Егорович Кузнецовсем Йĕпреç поселокне куçса килнĕренпе те темиçе вунăçуллăх хыçа юлнă ĕнтĕ. Кил хуçи «Сельхозхими» пĕрлешĕвне, мăшăрĕ пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкула ĕçе вырнаçнă. Галина Васильевна мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ачасене пĕлÿпе воспитани пачĕ. Илья Егорович вара яваплă ĕçсен пусмипе çÿлеллех хăпарса пычĕ. «Сельхозхимирен» районти «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕн юсав мастерскойне куçарчĕç ăста специалиста, трактор-комбайн двигателĕсене юсакан 120 çынлă коллектив пуçĕнче тăма шанчĕç ăна чунтан. Йĕпреçсем республикăри ытти юсавçăсен хушшинче малти вырăнсем кăна йышăннинче, паллах, Илья Егоровичăн тÿпи те пур.
Кайран вăл Канашри çул-йĕр тăвакан куçса çÿрекен колоннăн Йĕпреçри участокне куçрĕ, унăн пуçарăвĕпе вырăнта асфальт завочĕ уçăлчĕ. Çĕнĕ предприятире кăларнă пĕрремĕш асфальта хăй пурнăç çулне пуçланă Пăкăянтан Тарăнвара каякан çула тунă çĕре ячĕ. Илья Кузнецов пăкăянсене пурнăç шкулĕнчи пĕрремĕш тĕрĕслеврен ăнăçлă тухма пулăшнăшăн çапла тав турĕ...
Кун хыççăн Илья Егоровича тата та яваплăрах вырăн кĕтсе тăнă иккен. Йĕпреçри психоневрологи интерначĕн директорĕн çумне таçта шыраман Иван Алексеевич Корнев, çак пукана вăл Кузнецов йышăннипе кăмăллă юлнă теççĕ. Тепĕр виçĕ çултан вара хайхи заместитель директор пÿлĕмне куçса ларнă. Шăп та лăп çакăнта кăтартса панă та хăйĕнче кăткăс коллективпа ĕçлес пултарулăхĕ пуррине çĕнĕ пуçлăх. Интернат кĕске хушăрах ырă улшăнусен çулĕ çине тăнă. Тахăш вăхăтра ĕне, сысна фермисем çĕкленсе ларнă, интернат хăйсем патĕнчех туса илекен сĕте, аш-какая ытлăн-çитлĕн илсе тăма пуçланă. Илья Егорович пуçарăвĕпе тунă теплицăра нитратсемпе вараланман пахча-çимĕç çитĕнтернĕ. Автопарк техникăпа пуянланнă. Автобус, микроавтобус туяннă. Тасатмалли сооружение ĕçе кĕртнĕ. Кирпĕчрен тунă склад, газпа ĕçлекен çĕнĕ котельнăй, ытти объектсем çĕкленнĕ. Кунти улма сачĕ пекки тата ăçта пур-ши?
Интернат картишĕ юмахри пек чечен тĕссемпе çиçсе тăма тытăннă. ЧР Ĕçлев тата социаллă политика министерстви Йĕпреçре тăтăшах семинар-канашлусем ирттернине те манса кайман-ха эпир. Илья Кузнецов ертсе пыракан учреждени ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма килсех çÿренĕ ĕçтешĕсем. Ăна «Чăваш Республикин социаллă хÿтлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята сăнне кăна пăхса паман ĕнтĕ. Çĕр проценчĕпех тивĕçнĕ вăл пысăк хисепе.
Анчах пур енĕпе те ăнтаракан директорăн ĕçĕпе кăмăлсăр пулнисем те тăпăннă çав. Элекçĕ çăхавĕ хыççăн Илья Егорович пуçĕ çийĕн хура пĕлĕтсем явăнма тытăннă. Тĕрĕслĕх çиеле тухиччен унăн самаях тертленме тивнĕ. Суд Кузнецова сăлтавсăрах айăплама тăнине хирĕçлекен приговор йышăннă пулсассăн та вăл çав тапхăра паян та чун-чĕрине ыраттарса аса илет...
Пурнăç çулĕпе утса сакăр теçеткене çитнĕ ветеран паян «хурапа шурра» уçăмлăн уйăрать ĕнтĕ. Туптаннă тимĕре тутăх тĕкĕнместех. Ваттисен каларăшне ăша хывса, юбиляр çутă шанчăкпа малаллах талпăнать, тухăçран çĕкленекен çĕнĕ куна пархатарлă ĕмĕт-тĕллевпе кĕтсе илес туйăмпа çунатланать...
Геннадий Кузнецов
ŸКЕРЧĔКРЕ: Илья Кузнецов (варринчи) ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн çумĕ Георгий Степанова тата РФ Патшалăх Думин Патшалăх Комитечĕн ертÿçине Константин Косачева йĕпреçсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă самант.
Август 2026 |
