НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пушар тухас хăрушлăх пысăк

Категория: Публикации Опубликовано: 04.04.2025, 10:24 Просмотров: 2872

Кăçал çурхи ăшă кунсем ытти çултинчен маларах çитнĕ май пушар тухас хăрушлăх пысăк тесе палăртаççĕ. Çавăнпа  ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пирĕн республикăра пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимне пăхăнмалли çинчен йышăну кăларнă.

Çак кунтан пуçласа вăрмансенче кăвайт чĕртме, ял-сала таврашĕнче çÿп-çап, типĕ курăка çунтарма, ял хуçалăх çĕрĕсем çинче кăвайт тивертме юрамасть.

Пушарсем ытларах çыннăн явапсăрлăхне пула тухаççĕ. Кăçал ку таранччен республикăра 26 хутчен типĕ курăк çуннине шута илнĕ. Акă пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Кĕлĕмкасси ялĕнче те типĕ курăк çунма пуçланă. Пысăк инкек пуласси те çавăнтах - çумра хуралтăсем ларнă. Вырăнти халăх тата ятарлă служба ĕçченĕсем тăрăшнипе хăвăрт сарăлакан çулăма сÿнтерме май килнĕ... Саккунпа килĕшÿллĕн типĕ курăка чĕртсе яма пачах та юрамасть, çапла тăвакансене штраф тÿлеттереççĕ, уголовлă явап тыттараççĕ.

Усă курманнипе хыт-хура, йывăç-тĕм ярса илнĕ çĕрсемшĕн те хуçисене явап тыттарма пултараççĕ. Çĕрсене сухаламалла, уйсенче типĕ курăк ашкăрса лармалла мар. Енчен те уй-хирте курăк çуннине асăрхарăр пулсан тÿрех сÿнтерме тăрăшмалла, пушарпа çăлав чаçне шăнкăравламалла.

Раççей МЧСĕн республикăри управленийĕ пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пурин те çирĕп пăхăнмаллине асăрхаттарать!

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译