НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Конференци пултаруллисене палăртать

Категория: Публикации Опубликовано: 04.04.2025, 10:21 Просмотров: 2664

Иртнĕ эрнекун, пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Йĕпреçри тĕп вулавăшра «Элкер вулавĕсем-2025» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна тĕп библиотека директорĕ Надежда Шибалова,  администрацин вĕрентÿ пайĕн тĕп специалисчĕ Татьяна Лаврентьева, конференци пуçаруçи Раиса Евграфова, чăваш  чĕлхипе литературине вĕрентекенсен районти ассоциацийĕн председателĕ Надежда Евдокимова уçрĕç.

Çултан çул çак конференци поэт пултарулăхне ачасен хушшинче сарма, ачасен пĕлĕвне çÿллĕ шая çĕклеме, вĕсенче тĕпчев туртăмне аталантарма, пултаруллă вĕренекенсене тупса палăртма, çавăн пекех çĕнĕ тĕпчев ĕçĕсене çутатма пулăшать.

Яланхи пекех кашни тухса калаçаканăн ĕçĕ кăсăклă та интереслĕ пулчĕ. Тĕпчев ĕçĕсене вĕренекенсем туллин уçса пачĕç. Çăкалăх шкулĕнче вĕренекен А. Артемьева тата Ирçe Çaрмăсри С. Васильева çамрăк сăвăçсем хăйсем шăрçаланă сăввисемпе паллаштарса савăнтарчĕç.

Кăçaл Аслă Çĕнтерĕве 80 çyл! Çак паллă та палăрăмлă пулăма халалланă ĕçceм итлекенсене хумхантарчĕç. «Ветеран шăпи» - Aлександрова (Кĕлĕмкасси шкулĕ), «А.П. Краснов - вăрçă ветеранĕ» - A. Карпова (Кĕлĕмкасси шкулĕ). Йĕпреçри 2-мĕш шкулта вĕренекен А. Ядрицова вара хăйĕн ĕçне Яков Ухсайăн «Кĕлпук мучи» хайлавне халалланă. Тăван кĕтесе пĕлме, хаклама, юратма вĕрентекен ĕç Пысăк Упакасси шкулĕнче вĕренекенсен пулчĕ - У. Жирнова тата Д. Иванова тĕпчев ĕçне ăcта хÿтĕлерĕç. Кĕçĕннисем те наука хăтлавне тиенни савăнтарать: 5-мĕш класра вĕренекен И. Петрова (Пучинке) татa 4-мĕш класа çÿрекен М. Васильева (Çăкалăх) пуçласа конференцие хутшăннипе кăмăллă пулчĕç.

Наука конференцине вĕрентекенсем те тĕплĕн хатĕрленнĕ. Ю.В. Кошелева, Г.В. Григорьева, Т.А. Протасова тата Н.Г. Степанова педагогсем хăйсен ĕçĕcемпе тухса калаçрĕç. Уйрăмах Кĕлĕмкассинче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Степанова пурнăçланă «Йĕпреç ен сукмакĕcем» тĕпчевĕ пурне те хумхантарчĕ. Наука тĕпчевне хутшăннисене дипломсем парса хавхалантарнă.

Раиса Евграфова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译