Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче «Таврапĕлÿ тата çамрăксем% историллĕ астăвăм тата ăрусен çыхăнăвĕ» регионсем хушшинчи Чăваш таврапĕлÿçисен форумĕ пулнă. Черетлĕ тĕлпулу çÿллĕ шайра иртнĕ.
Форума Йĕпреç тăрăхĕн краеведени ĕçне маттур хутшăнакан, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ краевечĕсем Раиса Евграфова, Нина Ерилеева (Пысăк Упакасси ялĕ), Йĕпреçри тĕп вулавăш библиотекарĕ Екатерина Воронцова, Светлана Иванова (Пучинке с.), Анфиса Иванова (Пăкăян ялĕ) хутшăннă.
Пухăва видеоçыхăнупа Чăваш енĕн Хисеплĕ таврапĕлÿçи Виталий Станьял уçнă. Вăл ентешсене ăшшăн саламланă. Унăн халалĕпе витĕр сăмахĕсем кашнин чĕрине хускатнă. Ăста купăсçă, пултаруллă юрăçă, вĕрентÿçĕ Леонид Захаров янăравлă сассипе илемлĕ чăваш юррисем шăрантарса кăмăла çĕкленĕ.
Тухса калаçакансем тăван тăрăхпа çыхăннă хăш-пĕр ыйтусемпе туса ирттернĕ ĕç-хĕлне çутатса панă. Конференцие хутшăннисем хушшинче çамрăксем те пулни, вĕсем трибуна çинчен халăхпа ăста калаçма пултарни тата вĕсен шухăшлавĕ анлă, сăмах культури пысăк пулни аслă таврапĕ-лÿçĕсене савăнтармаллипех савăнтарнă. Кашни тухса калаçаканăн тарăн шухăшĕ, тăван тавралăха юратни, ăна тĕпчени, ытларах пĕлме ăнтăлни курăннă.
Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн ертÿ-çисемпе хастар пайташĕсене Хисеп, Тав хучĕсемпе тата парнесемпе чысланă.
Анна Михайлова
Август 2026 |
