Йĕпреç енрен çуралса тухса республикăн тата пĕтĕм çĕршывăмăрăн тĕрлĕ хулисемпе ялĕсенче ĕçлесе пурăнакан ентешĕмĕрсене пĕр чăмăра пĕтĕçтерекен «Йĕпреçсен ентешлĕхĕ» обществăлла юхăмăн çулсеренех ирттерекен пĕрлехи пухăвĕ - туслăхпа тăванлăх тĕлпулăвĕ - кăçал пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкарта, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕ. Ăна хальхинче Раççейри Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин, Чăваш Енри Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейне халалланă.
Улма ÿкмелĕх те вырăн юлман залри йышлă хăнасене паянхи лăпкă мар саманара уйрăмах пĕлтерĕшлĕ чĕнÿ пĕрлештерчĕ, тĕлпулу теми - «Пĕр тĕллев, пĕр шанăç - Çĕнтерÿ!». Тĕлпулăвăн пĕтĕм программине те Украинăра иртекен ятарлă çар операцийĕпе, унта хутшăнакан, çĕршывăмăрăн патшалăх интересĕсене, халăхăмăрăн мирлĕ пурнăçне хÿтĕлекенсен тата Çĕнтерĕве çывхартма тылран пулăшакансен паттăрлăхне туллин уçса парассипе çыхăнтарнă.
Тĕлпулăва килнисене малтанах хамăр Йĕпреç енĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин юлашки çулсенчи аталанăвĕ çинчен ÿкернĕ видеоролик кăтартрĕç. Сюжетсенче округра ялхуçалăх отраслĕ, вĕрентÿпе культура сферисем, сывлăх сыхлавĕпе спорт мĕнлерех аталанса пынине çутатнă. Ентешсене кĕске фильмпа паллашма питех те интереслĕ пулчĕ, вĕсем çуралнă кĕтес хальхи вăхăтра еплерех «сывланине» хăйсем курса ĕненчĕç. «Тăван Йĕпреç Енĕн малашлăхĕ пур!» - тесе хавхаланчĕç вĕсем.
Унтан «Йĕпреçсен ентешлĕхĕ» обществăлла юхăмăн правленийĕн председателĕ, ЧР тава тивĕçлĕ артистки Антонина Краснова ентешлĕхĕн иртнĕ çулти пурнăçĕпе ĕçĕсем çинчен каласа пачĕ, уйрăмах паллă событисемпе пулăмсем çинче чарăнса тăчĕ. Отчет тăрăх ентешлĕхĕн контрольпе ревизи комиссийĕн председателĕ Анатолий Абрамов доклад турĕ. Обществăлла юхăмăн ĕçне-хĕлне чылай вăхăт хушши ăнăçлă йĕркелесе пынăшăн, халĕ те пур мероприятисене те хастаррăн хутшăннăшăн правлени членне Вячеслав Федорова мухтав хучĕпе чысларĕç. Унтан ентешлĕхĕн лидерĕ Антонина Краснова обществăлла юхăмăн правленийĕн çĕнĕ йышĕпе паллаштарчĕ, правлени членĕсем сцена çине тухса тăчĕç, залри халăха салам ячĕç. Ентешсене активистсен ушкăнĕпе паллашма кăмăллă пулчĕ.
Антонина Николаевна ятарлă çар операцине хутшăнакан, нацизма хирĕç çапăçакан паттăр ентешсен тата вĕсен çемйисемпе ашшĕ-амăшĕсен, çавăн пекех Çĕнтерÿ туптама май килнĕ таран пулăшакан тыл ĕçченĕсен адресĕпе ăшă сăмахсем каларĕ, уйрăмах тăрăшуллисене сцена çине кăларсах ентешлĕх ячĕпе Тав çырăвĕсем, парнесемпе чечек çыххисем парса чысларĕ. Залри халăх СВОри салтаксем валли хÿтлĕх каррисем çыхассипе, гуманитари пулăшăвĕ пухассипе уйрăмах хастар ĕçлекен хĕрарăмсене ура çине тăрса, хыттăн алă çупса тав турĕ.
Тĕлпулăва Йĕпреç муниципалитет округĕн ертÿлĕхĕн пысăк делегацийĕ хутшăнчĕ. Округ пуçлăхĕ Игорь Семенов, йышлă хăна умĕнче сăмах илнĕ май, ентешлĕхе тăван район аталанăвĕшĕн тăвакан пуçаруллă ĕçсемшĕн, культурăпа спорта аталантарассине уйрăмах пысăк тÿпе хывнăшăн тав турĕ, ентешлĕх ертÿçине Антонина Красновăна тата ытти активистсене Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Игорь Геннадьевич должноçри тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн, обществăлла ĕçе пуçаруллăн хутшăннăшăн Эйпеç территори пайĕн начальникне Владислав Прохорова Раççейри вырăнти хăйтытăмлăха аталантарассин ассоциацийĕн чыс паллипе наградăларĕ.
Ентешлĕхĕн хаклă хăни - ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев тĕлпулăва пушă алăпа килмен, вăл та хамăр район малашлăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ проектсене анлă çул паракан, вĕсене пурнăçа кĕртме активлă хутшăнакан хастарсене ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисемпе тата Тав çырăвĕсемпе хавхалантарчĕ. Чыса тивĕçнисен хушшинче - Йĕпреçри 1-мĕш номерлĕ вăтам шкул директорĕ, округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ Владимир Романов, Йĕпреçри психоневрологи интерначĕн директорĕ, муниципалитет округĕн Общество палатин председателĕ Николай Чугаров, Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн Йĕпреçри организацийĕн ертÿçи Елена Брусянина т. ыт. те.
Пирĕн ентеш, театр деятелĕсен республикăри союзĕн председателĕ, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей Павлов тĕлпулăва килнисене уяв ячĕпе саламларĕ, театра спектакльсем курма килсех çÿреме сĕнчĕ, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн синхронлă куçару дикторне, Липовка тăрăхĕнче çуралса пурнăç çулĕ çине тухнă Людмила Латышевăна театр деятелĕсен республикăри союзĕн медалĕпе наградăларĕ. Людмила Васильевна - ЧР культирăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, вăл хăйĕн пĕтĕм пурнăçне театра халалланă, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 50 çул.
Тĕлпулу вăхăтĕнче театр сцени пĕрре те пушă тăмарĕ, илемлĕ пултарулăх ăстисем _ Йĕпреç енри фольклор ансамблĕсем, ачасен искусствăсен шкулĕн воспитанникĕсем, Туçари Ильинсен çемье ансамблĕ, спорт ташшисен «+ĕнĕ ăру» ушкăнĕ, уйрăм солистсем Ирина Павлова, Гюзелия Вахитова, чăваш эстрада çăлтăрĕсем Василий Раймов, Альбина Пăрчăкан, Антонинăпа Петр Красновсем, Валентина Кузнецова, кулăшпа сатира театрĕн ертÿçи Виктор Петров тата ыттисем те хăйсен чи лайăх номерĕсемпе - чи илемлĕ юрри-ташшисемпе, чун-чĕрене хускатакан чи çепĕç туйăмлă сăвви-кĕввисемпе курма килнисене кăмăлтан савăнтарчĕç. Хăнасем савăк кăмăл-туйăм парнеленĕшĕн ентешлĕх тĕлпулăвне йĕркелекенĕсене, программăна ертсе пыраканĕсене (Мария Петрова, Андрей Петров, Данила Ленский) чĕререн тав туса чылайччен хыттăн алă çупрĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле сăн ÿкерттерчĕç.
Светлана Быкова
Август 2026 |
