Шăматкун, пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче, шăп кăнтăр тĕлĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Йĕпреç енрен çуралса тухса, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлесе пурăнакан ентешĕмĕрсене пĕр туслă чăмăра пухакан обществăлла юхăмăн пĕрлехи тĕлпулăвĕ иртет, вăл шăп кăнтăр тĕлĕнче пуçланать.
«Йĕпреçсен ентешлĕхĕ» обществăлла юхăмăн председателĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки, А. Канаш премийĕн лауреачĕ Антонина Краснова çак кунсенче райхаçат редакцине кĕрсе тухрĕ, коллектива тĕлпулăва пыма чĕнсе хăварчĕ тата ентешлĕхĕн çулталăкри тĕп мероприятийĕн - пĕрлехи тĕлпулăвĕн - программипе кĕскен паллаштарчĕ.
Ентешлĕхĕн тĕлпулăвĕсене çулсеренех ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Ăна кашнинчех мĕнле те пулин паллă датăна е пулăма халаллаççĕ. Кăçалхи тĕп мероприятие пуçтарăнакан хисеплĕ хăнасене «Пĕр тĕллев, пĕр шанăç - Çĕнтерÿ!» («Одна цель, одна надежда - Победа!») темăпа йĕркеленĕ пуян та анлă уяв программи кĕтет.
Йĕркелÿ комитечĕ ларăва темиçе хутчен те пуçтарăннă, черетлĕ тĕлпулăва тивĕçлĕ шайра ирттерес ыйтăва анлăн, вак-тĕвеккисене манса хăвармасăр, сÿтсе явнă, паянхи вăхăтшăн уйрăмах çивĕч тăракан, халăхăмăрăн чун-чĕрине ыраттаракан темăна тĕп тема туса хума йышăннă. Тĕлпулу мероприятийĕ пынă вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешĕмĕрсене пулăшас тĕллевпе укçа-тенкĕ пухмачне те ĕçе кĕртесшĕн, кам хăйĕн кăмăлĕпе мĕн чухлĕ уйăрма палăртать, нухратне çавăн чухлĕ хывма пултартăр. Пухăннă пурлăхпа СВОри салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлесе яма палăртаççĕ.
Тĕлпулу программинче «Йĕпреçсен ентешлĕхĕ» общество юхăмĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕн кĕске отчечĕ те, республика тулашĕнчи чăваш диаспорисенчен килнĕ ентешсен, Чăваш Енри ытти ентешлĕхсен ертÿçисен саламĕсем те пулĕç. Кунсăр пуçне уяв сцени çине кÿршĕллĕ республикăсенчен тата хамăр енрен пуçтарăнса килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем, уйрăм юрăçсем, эстрада çăлтăрĕсем тухĕç. Уяв концерчĕн программине Йĕпреç тăрăхĕн таланчĕсен илемлĕ пултарулăх номерĕсене те чылай кĕртнĕ.
«Ентешлĕхĕн пĕрлехи уявĕ курма килекенсене тата мĕнлерех кĕтмен савăнăç парнелеме хатĕрленни çинчен пĕтĕмпех тĕплĕн çырса кăтартни кирлĕ те мар пуль, - терĕ «Çĕнтерÿшĕн» хаçат редакцийĕнче пулнă чухне Антонина Краснова. - Хальхи тĕлпулăвăн «тĕшши» мĕнре пулнине килсе курччăр ентешсем, пĕтĕмпех хăйсен куçĕпе курса киленнине нимĕн те çитмест».
«Йĕпреçсен ентешлĕхĕ» общество юхăмĕн правленийĕпе йĕркелÿ комитечĕ пурне те тĕлпулăва пырса курма йыхравлать, тÿлевсĕрех кĕртеççĕ.
Светлана Быкова
Август 2026 |
