Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен тĕп хулинче - Шупашкарта - Культура ĕçченĕн кунĕ ячĕпе савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Унта культура сферинче пысăк çитĕнÿсем тунипе палăрнă ĕçченсене тĕрлĕрен наградăсем парса чысланă.
Пирĕн ентеш: Чăваш +армăс ялĕнче çуралса ÿснĕ: хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн халăхăн илемлĕ пултарулăхĕн кафедрин заведующийĕнче ĕçлекен Раиса Васильева чылай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн тата культура аталанăвне сум-лă тÿпе хывнăшăн Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаевăн Тав çырăвне тивĕçнĕ.
Ку наградăна Раиса Михайловна ЧР культура: национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн Светлана Каликован аллинчен илнĕ.
Çак савăнăçлă мероприятирех Йĕпреçри тĕп библиотекăн информаци центрĕн заведующине Елена Геннадьевна Ивановăна «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ ятпа пысăк сцена çине кăларсах саламланă.
Светлана Быкова
Август 2026 |
