Пучинкере пурăнакан Матрена Егоровна Иванова ялти хисеплĕ ватă. Нумай пулмасть вăл сумлă юбилейне кĕтсе илчĕ - 90 çул тултарчĕ.
Матрена Егоровна çулĕсене парăнма васкамасть-ха, кăмăлпа хастар пулма тăрăшать, Турă панă кашни кунпа савăнать. 1935 çулхи çуркунне çут тĕнчене килнĕскерĕн, çав ăрури ытти çынсенни пекех, пурнăçĕ çăмăл пулман. Ултă çул тултарнă çулхине Тăван çĕре фашист таптаса кĕнĕ, хаяр та шелсĕр вăрçă пуçланнă...
Хĕрарăмăн пурнăçĕ ĕçре иртнĕ тесен те юрать. Малтанах Матрена аппа «Красный партизан» колхозра вăй хунă, исполком секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçлама та шаннă ăна, «Рассвет» хуçалăхра ĕçлеме те тÿр килнĕ.
Мăшăрĕпе пĕрле тăватă ачана кун çути парнеленĕ, ура çине тăратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паянхи кун Матрена Егоровна ачисемпе, 8 мăнукĕпе тата вĕсен 6 ачипе савăнать. Çемьери чи аслă çынна тăванĕсем хисеплеççĕ, юратаççĕ, тунсăхлама, кичемленме памаççĕ, чун ăшшине парнелеççĕ.
Тăхăр теçетке тултарнă кинемее Пучинке территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Иванов саламланă, Йĕпреç муниципаллă округ пуçлăхĕн Игорь Семеновăн саламлă открыткине çитерсе панă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ветерана ял-йыш ячĕпе çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, лăпкă та канлĕ кунсем суннă, çавăн пекех асăнмалăх парнепе, чечек çыххипе чысланă.
Анна Михайлова
Август 2026 |
