НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Ырă йĕр хăварнă Егоровсем

Категория: Публикации Опубликовано: 21.03.2025, 10:53 Просмотров: 1061

Пăкăянти краеведени музейĕ хăйĕн ВКонтакте социаллă тетелти страницинче тăван тăрăхри тĕслĕхлĕ çынсемпе çемьесем çинчен пĕлтерсех тăрать. Музей руководителĕ Анфиса Иванова çак тапхăрта кăна-ха чылай çул пĕрле мăшăрлă пурăнса хăйсем çинчен ял аталанăвĕнче ырă йĕр хăварнă çемьесем çинчен каласа пачĕ. Акă, Тарăнварти Виталий Егоровичпа Лидия Романовна Егоровсем çинчен те  ăшшăн аса илсе хăварнă вăл.

Астăвăмра ĕмĕрлĕх юлмалли тивĕçлĕ тĕслĕх - Егоровсем 60 çул ытла  пĕрле килĕштерсе пурăнни. Вĕсем ĕçчен те тÿрĕ кăмăллă çынсем, ял-йышра чыс-хисепе, ĕçри çитĕнÿсемшĕн пысăк наградăсене тивĕçнĕ.

Виталий Егорович Спотара поселокĕнчи çичĕçуллăх шкула пĕтернĕ хыççăн Канашри механизаторсем вĕрентсе хатĕрлекен шкулта пĕлÿ илнĕ, унтан çамрăк механизатор тăван колхоза таврăннă та канăçа пĕлмесĕр уй-хирте ĕçленĕ, колхозник та, кладовщик та пулнă. Чылай çул тракторист, механик пулса вăй хунă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 46 çулпа танлашать. Ял хуçалăхра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн Виталий Егорович «Чăваш АССРĕн ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ (1982 ç.).

Лидия Романовна та мăшăрĕпе юнашарах пулма тăрăшнă, малтанах колхозра, каярах почтальонкăра вăй хунă. Вĕсем 4 ачана - виçĕ ывăлпа пĕр хĕрне - тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ. 2010 çулта Егоровсем «Юратупа шанчăклăхшăн» ордена тивĕçнĕ.

Шел пулин те, çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх шутланнă чăн-чăн çĕр ĕçченĕсем пирĕн хушăра çук ĕнтĕ халĕ. Виталий Егоров 2018 çулхи çу  йăхĕнче, 83 çул тултарсан, пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлнă, мăшăрĕ Лидия Романовна та савнă упăшкине çухатнă хыççăн нумай çул пурăнайман. Анчах килĕшÿллĕ мăшăр ял çинче ырă ят хăварнă, вĕсене халĕ те ăшă кăмăлпа аса илеççĕ ентешĕсем.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译