Ентеш-фронтовиксен сăнарĕсене пухса, тĕпе хурса
Ман ялăм - Мăн Упакасси.
Кунта эп килнĕ тĕнчене.
Салху ачалăхăн сасси
Яланлăх юлнă чĕрене.
Пурнаттăмăр килĕштерсе.
Чи хисепри - ват асанне,
Атте, анне те ик пичче,
Вăтанчăк йăмăк - кĕçĕнни.
Ир. Халăх ыйхăран тăман -
Вырсарникун вĕт, канмалла.
Никам кĕтмен хаяр тăшман
Чикке пăсса тапăнасса.
Çав кун Акатуйра Вăрнар -
Çĕртмен çут кунĕ илĕртет.
Сасартăк хăрушла хыпар:
Пуçланнă вăрçă. Юн вĕрет.
Фашист эшкерĕ аркатса
Çĕршер ялпа хуласене,
Вăр-вар çĕнтерессе шанса,
Шав ыткăннă Мускав енне.
«Çĕршывăм вутлă ункăра!»
Çак лозунг кашнинех чунра.
Халăх хуравĕ: «Кар тăрар!
Тăшман çарне пÿлсе лартар».
Иосиф Сталин чĕнĕвне
Мĕнпур çын туйнă чĕрипе.
Ирех военкомат умне
Васканă ушкăн черетпе.
Повестка килчĕ аттене:
Йыш пуçтараççĕ Йĕпреçре.
Килтисен йÿçĕ куççульпе
Хаваслăх сÿнчĕ çемьере.
Асрах: атте мана йăтса
Салхуллăн пăхрĕ куçăмран.
Каларĕ, куççульне çăтса:
«Ывăлăм, курайăп-ши кайран?»
Унтан çупăрласа пире
Хуллен чĕнейрĕ ÿкĕтпе,
«Шанатăп, ачамсем, сире,
Этем чысне ÿкермессе».
Пÿрт тулли халăх ăсатма,
Хурăнташсем те кÿршĕсем.
Çтаппан пичче тур лашапа
Леçме каясшăн аттене.
Утса çитсен укăлчана,
Атте мулаххайне хывса:
«Сыв пул, ял-йыш, каçар мана», -
Каларĕ ассăн сывласа.
Килтен кайсассăн аттерен
Хыпар пулман кĕр çитиччен.
Анне кулянчĕ. Каçсерен
Йĕретчĕ вăрттăн çĕрлеччен.
Виç уйăхран кĕтмен-çĕртен,
Çемье ларсан апат çиме,
Пичче çиçсе кĕрет пÿрте,
Çыру тыттарчĕ аннене.
Тин килчĕ аттерен çыру.
Эпир сикетпĕр савăнса.
Анне ман кĕл туса Турра,
Вуларĕ. Йăл кулчĕ кайран:
«Ачамăрсем, аçу чĕрех».
Апат çинчен пачах манса,
Йĕрлерĕмĕр атте çулне:
Смоленскшăн вирлĕ çапăçса,
Хытах амантнă урине.
Сывалсанах, пĕр уйăхран,
Госпитальтен каллех фронта.
Малтан тăшман пит вăйлăран
Çухатусем, паллах, пайтах.
Çулталăк çурă хушшинче
Çĕр те вун пилĕк ентеше
Пытарнă вăрçă хирĕнче.
Çав шутра савнă пыскатте,
Вăл пулнă çирĕм иккĕре.
Атте вăрçă пуçланиччен
Вĕренчĕ çар курсĕсенче.
Туптарĕ хăй ăсталăхне,
Тивĕçрĕ лейтенант чинне.
Фронта çитсессĕн приказпа
Суйланă взвод командирне.
Хăй тивĕçнĕ икĕ ордена
Çакма тивмерĕ аттене...
Хыпар раштавăн вĕçĕнче:
Хĕвеланăç фронтăн çарĕсем
Волокаламск, Ржев çывăхĕнче
Фрицсен çулне лартнă пÿлсе.
Мускавшăн пынă çапăçу
Тĕп тунă Гитлерăн планне,
Кунпа пĕтмен-ха тытăçу,
Тата нумай кĕрешмелле.
Хутран-ситрен аттемĕртен
Фронтран килетчĕç çырусем.
Вăл халь Дон шывĕ хĕрринчен
Манштейн йыттисене хĕсет.
Ик çул ытла вăрçă пырать,
Пиччесемпе çÿреп шкула.
Урок пĕтсессĕнех пире
Илсе тухатчĕç уялла.
Вĕрентекенсемпе пĕрле
Пуçтарнă ÿкнĕ пучаха.
Пĕр центнер тул фронт пÿлмине
Пĕр кунта çеç тватçĕр ача.
Шкултан килсессĕнех пичче
Хĕвне çăкăр чĕлли чиксе,
Лаша кÿлсе мĕн тĕттĕмччен
Турттарнă ферма навусне.
Кĕç хĕрĕх виççĕмĕш çулта
Атте ман Курск пĕкки çинче.
Тăхланлă «çумăртан» кунта
Хăрушă шав каять инçе.
Аллă таран дивизипе
Тăшман пуçлать атакине.
Питех шанса вăл танк вăйне,
Пире шутланă пĕтерме.
Ытла хаяр çапăçура,
Фюрер планне тĕпрен пĕлсе,
Мухтав та чыс Хĕрлĕ Çара,
Пултарнă вермахта çĕнме!
Анчах та савăнăçлă кун
Хупланчĕ юнлă хыпарпа%
Унта аттен ман тухнă чун,
Ÿтне май тупнă пытарма.
«Çÿлтен сăнатăп эп ялан:
Манман-и ман сăмахсене,
Чун канăçлă, манман пулсан,
Пĕтмерĕ ыр йăх çĕр çинче».
Историн тĕп урокĕсем
Вĕрентеймен фашистсене -
Пуçларĕç халь виççĕмĕшне.
Часрах курасчĕ ун вĕçне.
Нина Ерилеева,
Пысăк Упакасси ялĕ
Август 2026 |
