НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Тăвалла туртăнакан Турханов

Категория: Публикации Опубликовано: 21.03.2025, 10:36 Просмотров: 1056

Тепĕр икĕ çултан Йĕпреç районне йĕркеленĕренпе пĕр ĕмĕр çитет. Юбилей тĕлне вырăнти таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕ района тĕрлĕ тапхăрта ертсе пынă çынсен пурнăçĕпе ĕçне-хĕлне туллин çутатакан кĕнеке хатĕрлесе кăларсан питĕ те лайăх пулĕччĕ. Чăн та, Йĕпреçĕн кĕске энциклопедийĕнче вĕсем çинчен кĕске информацисем пур-ха, анчах çакă вăл, тем тесессĕн те, хăйсен пурнăçне обществăпа тăван ен аталанăвне халалланă хастарсен нумай енлĕ ăсталăхĕпе пултарулăхне ентешсен кăмăлне çырлахтармалăхах уçса параймĕ. Яваплă ертÿлĕх пуçĕнче тăнисенчен кашниех вулакан кăмăлласа йышăнакан статьяна тивĕçлĕ.

Çак шухăш патне эпĕ Алексей Васильевич Турхановăн кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллашнă хыççăн çитсе тухрăм мар-и? Сăмах май калас-тăк, кăçалхи пуш уйăхĕнче вăл çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Чăваш Республикинчи партипе совет органĕсен çулçыравĕнче тарăн йĕр хăварнă, Тăван çĕршывăн аслă вăр-çинче «шăнкăравран шăнкăравччен» паттăррăн çапăçса хĕвеллĕ +ĕнтерĕве çывхартнă мухтавлă гвардеец пирĕн районти халăх депутачĕсен ĕçтăвкомне 11 çул ертсе пынине паянхи яш-кĕрĕм пĕлмесен те пултарать. Тăвай районне кĕрекен Лачкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Турханов хĕрÿ çапăçусенче те, мирлĕ ĕçре те малтисен йышĕнче пулнă, чăваш салтакĕ, рота командирĕнчен çыхăну полкĕн пуçлăхне çитнĕскер, хăйĕн иксĕлми хастарлăхĕпе боецсене танмар тытăçусенчен çĕнтерсе тухма хавхалантарнă. Уншăн вăрçă  Хĕвеланăç Пруссире вĕçленнĕ. Юлашки хут кĕрешĕве кĕрсен Турханов майор тĕлĕнмелле паттăрлăх кăтартнипе палăрнă% Кенигсберг хулине тăшманран ирĕке кăларсан, вăл Пиллау крепоç-порт комендантне, пирĕн салтаксенчен бункерта хăтăлса юлма шут тытнăскерне, тыткăна илме шикленсе тăман. Майор фашистсен генерал-майорĕпе пĕрле вĕсен 150 офицерĕпе 4 пин салтакне парăнтарма пултарни - калама çук хăюллă утăм, легендăна кĕрсе юлма тивĕçнĕ паттăрлăх. Алексей Турханов тăван тăрăха «Тăван çĕршывăн аслă вăрçи» 1-мĕшпе 2-мĕш степень орденĕсене, икĕ «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденне тата 10 медаль çакса таврăннă.

Тар шăрши витĕрех çапнă шинельне хывнă-хывманах вăрçă юхăнтарнă халăх хуçалăхне ура çине тăратассишĕн сарăлнă кĕрешĕ-ве кÿлĕннĕ. Ăна ял çыннисем 23 çул тултаричченех хăйсен колхозĕн ертÿçин тивĕçне пурнăçлама шаннă пулнă. Çакăн хыççăнах вара Хĕрлĕ çара кайма ят тухнă. 1938 çултан пуçласа 1945 çулчченех Алексей Турханов çĕнтерÿçĕ салтак пăттине çисе патварланнă.  Салтак кирек хăçан та салтак, шанăçа тÿрре кăларса пыма, пур ĕçре те малтисен йышĕнче пулма тупа тăвакан маттур çын вăл. КПСС Тĕп Комитечĕ çумĕнчи партин Аслă шкулĕнчен пĕлÿ илсе тухсан марксизм-ленинизм идеологийĕн витĕмĕпе хĕç-пăшалланнă коммунист хăйĕн пĕтĕм пултарулăхĕпе  ăсталăхне тăван халăха парнелет. Алексей Васильевич КПСС Тăвай райкомĕн секретарĕ, пĕрремĕш секретарĕ (1948-51 ç.ç.), унтан партин Октябрьски райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ (1951-54 ç.ç.), парти обкомĕн инструкторĕ (1954-57 ç.ç.), КПСС Елчĕк райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ (1957-63 ç.ç.) пулнă, асăннă районсен социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвне палăрăмлă пысăк тÿпе хывнă. Хир тăрăхĕнчи Елчĕкрен ăна çĕнĕрен йĕркеленнĕ Йĕпреç тăрăхне янă, вăл кунта, маларах çыртăмăр ĕнтĕ, халăх депутачĕсен район Канашĕн ĕçтăвкомне 11 çул ертсе пырса, хăй чăннипех совет строительствин ĕçĕнче пысăк опыт пухма пултарнине, йĕпреçсем  вăйлă тыр-пул туса илме вĕренсе çитнĕ елчĕксем хыççăн çĕр-аннемĕрĕн пулăхне ÿстерме тытăннине кăтартса панă. Çапăçура çĕнсе илнĕ  наградăсем çумне вăрманлă тăрăхра икĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ тата «Ĕçри хастарлăхшăн», «Ĕçре палăрнăшăн» медальсем хутшăннă. Ĕçтăвком ертÿçине Чăваш Республикин Аслă Канашĕн депутатне суйланă. Парти райкомĕпе ĕçтăвком килĕшÿллĕ çыхăнураччĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ те капашлă ĕçсене пурнăçлама тăрсан икĕ органĕ те çур сăмахранах ăнланатчĕç пĕр-пĕрне. Ара, Йĕпреçе киличчен Николай Григорьевич Лермонтов хăй те Канаш районĕн ĕçтăвкомĕн пуçлăхĕнче самаях пиçĕхме ĕлкĕрнĕччĕ. Алексей Васильевич 1975 çул вĕçĕнче тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Ун хыççăн та лăпкăн канса лармарĕ ветеран, Йĕпреçри  çăкăр завочĕн директорĕнче, уçă тÿпе айĕнчи этнографи музейĕн сотрудникĕнче ĕçлерĕ. Юлашкинчен  вара çемйипе (мăшăрĕ Нина Александровна районти тĕп сыватмăш медсестриччĕ) Шупашкара куçса кайрĕ. Партипе совет органĕсен ырми-канми ĕçченĕ пурнăçран 2000 çулхи авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче уйрăлнă.

Алексей Васильевичăн хăйне мăнна хурас, çынсене чинне кура хаклас, ĕçтăвкома йышăнăва пыракансене сăлтавсăрах кĕттерсе тăрас йăла çукчĕ. Чăвашла тасан калаçатчĕ, кирек кама та итлеме юрататчĕ, çын нуши-асапне ăнланма, вăл çĕклекен ыйту çивĕчлĕхĕпе кирлĕлĕхне хак пама тăрăшатчĕ.

Район хаçачĕн редакцине час-часах кĕрсе тухатчĕ, унта-кунта тухса çÿренĕ чухне журналистсене пĕрле илетчĕ. Райхаçатра кун çути куракан тарăн шухăшлă статьясен авторĕсене тав тума ăшă туйăмлă сăмахсем тупатчĕ.

Тĕл пулсан, литература çинчен те пĕрре кăна мар калаçу хускатнă унпа. Ентешĕн, Тăвай çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ, чăваш поэзийĕнче ятран çăлтăр çутма пултарнă Николай Сандров поэтăн сăввисене уйрăмах килĕштерни çинчен калатчĕ, вĕсене пăхмасăр вулатчĕ.

Тăвалла талпăнса туртнă Турханов йĕпреçсен асне ырă кăмăл-туйăмпа кĕрсе юлчĕ...

Геннадий Кузнецов       

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译