Кăçал пирĕн çĕршыв Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине паллă тăвать.
Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ Раççей халăхĕшĕн ахаль дата мар. Çĕнтерÿ кунĕ умĕн вăрçă ачисемпе тыл ĕçченĕсене «1941-1945 ç.ç. Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул» медальпе чыслаççĕ.
Герман Васильевич Еремин - вăрçă ачи. Вăл Пĕчĕк Упакассинче пурăнать. Ыттисем пекех вăрçă çу-лĕсенчи тата ун хыççăнхи терт-нушана çителĕклех астивнĕ вăл. Герман Васильевича +ĕнтерÿ кунĕпе кăларнă юбилейлă медальпе Пысăк Упакасси территори пайĕн пуçлăхĕ Виталий Романов чысланă, сывлăхпа мирлĕ пурнăç суннă.
Август 2026 |
