Ял тăрăхĕсенче 2024 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетессипе, кăçал валли витĕмлĕ те пĕлтерĕшлĕ задачăсем палăртассипе ирттернĕ пĕрлехи отчет пухăвĕсем хыçа юлчĕç ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра вара пур çĕрте те, пĕлтĕрхи çитĕнÿсемпе хавхаланса тата пĕрлехи вăй хăвачĕ çине шанса, социаллă пурнăçпа экономикăна малалла аталантарасси сарăлсах пырать. Умра - пысăк тĕллевсем.
Энтриел территори пайне кĕрекен ялсенче, Кăшмасра, Çĕрпÿелĕнче, Пĕчĕк Патăрьелĕнче, Кушакпуçĕнче пурăнакансем те пĕрлехи пухура вырăнти влаç ертÿçи, территори пайĕн начальникĕ Александр Лаврентьев иртнĕ çулталăкри ĕç кăтартăвĕсем тăрăх туса панă отчета итлесе сÿтсе явнă, çак çул валли тунă плана çирĕплетнĕ.
Александр Михайлович хăйĕн докладне пĕтĕмĕшле кăтартусенчен пуçланă. Энтриел территори пайне кĕрекен çĕрсен пĕтĕмĕшĕле лаптăкĕ 1806 га йышăнать, çав шутран 298 гектарĕ çинче халăх пурăнакан пунктсем вырнаçнă, ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен лаптăкĕ - 1494 га, промышленноç енĕпе усă куракан çĕрсем - 34 га, сухалакан çĕрсем - 1516 га, халăха уйăрса панă çĕр пайĕсем 1041 га çинче. Пĕтĕмĕшле илсен, çĕр пайĕ пуррисен йышĕнче - 464 çын. Уйрăм çынсен çĕр па-йĕсене «Рассвет» акционерлă уçă общество арендăна илнĕ, ку уйра ялхуçалăх культурисем çитĕнтереççĕ. Уйрăм хушма хуçалăх тытакансенче - 141 га çĕр.
Демографи енĕпе пулса тăнă лару-тăрăва илсессĕн, ку тăрăхра та халăх йышĕ пĕчĕккĕнех чакса пыни курăнать. Александр Михайлович илсе кăтартнă цифрăсем те çирĕплетеççĕ çакна. Хальхи вăхăтра кунта пĕтĕмпе 801 çын пурăнать% Энтриелĕнче - 299, Кăшмасра - 170, Çĕрпÿелĕнче - 182, Пĕчĕк Патăрьелĕнче - 131, Кушакпуçĕнче - 19. Иртнĕ çул ял тăрăхĕнче пурĕ те 3 ача çуралнă, 21 çын пурнăçран уйрăлнă.
Энтриел территори па-йĕнче çак организацисем ĕçлеççĕ: ялхуçалăх производство предприятийĕ - «Рассвет» акционерлă уçă общество, тĕпрен илсен, вăл сысна ĕрчетессипе, ялхуçалăх культурисене туса илессипе, выльăх апачĕ хатĕрлессипе тимлет: Ялалдинов И.Р. хресчен (фермер) хуçалăхĕ, выльăх пусмалли цех тытать, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет, аш-какай туса илсе ăна курттăмăн сутать. Уйрăм предпринимательсем Энтриелĕнче, Кăшмасра, Пĕчĕк Патăрьелĕнче суту-илÿ точкисем тытса тăраççĕ, халăха куллен кирлĕ тата апат-çимĕç, промышленноç таварĕсемпе тивĕçтереççĕ.
Докладчик çитĕнекен ăрăва пĕлÿпе воспитани парас ĕç сферинчи кăтартусемпе те паллаштарнă. Энтриелĕнчи пĕтĕмшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 45 ача вĕренет, шкулчченхи ÿсĕмри шăпăрлансен ушкăнĕнче - 17 воспитанник. Александр Михайлович шкул ачисен вĕренÿри, культурăпа общество пурнăçĕнчи, пултарулăхпа спортра тунă çитĕнĕвĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Ара, пурнăç калчисенче - пирĕн пуласлăх, пĕтĕм шанчăк! Ку енĕпе илсен, энтриелсен тĕслĕхĕ ыттисене те хавхалантарма тивĕç.
Ял тăрăхĕнче спорта юратакансен, сывă пурнăç йĕркине тытакансен йышĕ пысăклансах пыни савăнтарать. Кунта футбола уйрăмах кăмăллаççĕ. «Кристалл» футбол клубĕ хăех ку таранччен миçе ăру футболист вĕрентсе хатĕрлемен-ши? Хальхи вăхăтра та «Кристалл» никĕсĕ çинче аслисемпе танах шкул ачисем те футбол вăййин ăсталăхне хăнăхаççĕ. Спортпа туслă хĕрарăмсене пĕрлештерекен команда та район ша-йĕнчи мини-футбол турни-рĕсенче палăрма ĕлкĕрнĕ, çĕнтерÿ хыççăн çĕнтерÿ туптать. Вăйпитти çамрăксен «Кристалл» командипе вара мухтанма та юрать. 2024 çулта вăл районти «Çĕнтерÿшĕн» хаçатăн призĕсемшĕн иртнĕ турнир çĕнтерÿçи пулса тăнă, куçса çÿрекен кубока тивĕçнĕ.
Энтриел территори па-йĕнче пурăнакансем, унчченхи пуçлăх Станислав Коннов пуçарулăхĕпе хавхаланса, ку таранччен хывнă аталану çулĕнчен пăрăнасшăн мар. Унăн хастарлăхĕ ялти чылай çыннăн чĕринче хĕрÿ туйăм чĕртнĕ% хамăр талпăнуллă пулмасан ялсенче ырă улшăнусем пуласса камран кĕтмелле;. Телее, ун хыççăн килнĕ çамрăк ертÿçĕ Александр Лаврентьев та, вăл пуçланă ĕçсене малалла тăсса, халăх шанăçне тÿрре кăларма пултарнине ĕнентерсе панă. Халĕ ку тăрăх çыннисем пурте вырăнти пуçарусем çинче никĕсленнĕ, социаллă инфратытăма аталантарассипе çыхăннă проектсем пулăшнипе ялти пурнăç пахалăхне ÿстерме май пуррине лайăх ăнланса илнĕ. Çавăнпа проектсене ĕçлесе хатĕрлесси, конкурса тăратасси çине пысăк яваплăхпа пăхаççĕ. Акă, энтриелсем 2024 çулта республика конкурсĕн али витĕр тухнă 5 проекта реализациленĕ. Вĕсенчен 4 проекчĕ çулсене юсассипе çыхăннăскерсем пулнă. Пĕлтĕр çу каçипе пурне те пурнăçланă, çапла Пĕчĕк Патăрьелĕнчи пĕр урамри 180 м (249000 тенкĕ тăкакланă), Кушакпуçĕнчи Лесная урамри 200 м (456936 т.), Энтриелне пăрăнса кĕнĕ тĕлти 850 м (4306055,16 т.), Кăшмасри Чапаев урамĕнчи 300 м (601562,16 т.) çулсене тикĕсленĕ. Çавăн пекех Пĕчĕк Патăрьелĕнчи Элкер урамĕнчи пушар хуралĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ шыв управĕн пĕвине тасатнă (189313,89 т.).
«Йĕпреç муниципалитет округĕн транспорт тытăмне аталантарасси» программăпа Çĕрпÿелĕнчи Горький урамĕнче юхăннă çулăн 100 м тăршшĕне (207495 т) тикĕслетсе хытарнă, Пĕчĕк Патăрьелĕнчи Элкер урамĕнче тепĕр 115 м тăршшĕ çула (289695 т.) юсанă. «Яллă территорисене комплекслăн аталантарасси» федераци программипе Çĕрпÿелĕнчи Хусанкай урамне çутă кĕртнĕ (356687 т.).
Энтриел тăрăхĕнче тăван тавралăх, кил-çурт илемĕпе тирпейлĕхшĕн тăрăшакансене хавхалантарас тĕллевпе кашни çулах «Чи тирпейлĕ те хăтлă çурт» конкурс ирттереççĕ. Ырă йăла пурне те харпăр-хăйĕн кил-çурчĕ умĕнче йĕрке тытма хавхалантарать. Иртнĕ çул конкурсра çаксем çĕнтернĕ: Кушакпуçĕнче - Киргизовсен çемйи, Кăшмасра - Матвеевсен çемйи, Çĕрпÿелĕнче - Семеновсен çемйи, Пĕчĕк Патăрьелĕнче - Андреевсен çемйи, Энтриелĕнче - Федоровсен çемйи. Обществăлла инфратытăма аталантарассипе çыхăннă проекта пурнăçа кĕртнипех энтриелсем спорт тата ачасем вылямалли площадкăллă пулса тăнă, çак çитĕнÿре те кашни çемьен тÿпи пур.
Пуçарулăх бюджечĕн программипе 2025 çулта çак проектсене реализацилеме палăртаççĕ% Энтриелĕнчи Николаев урамĕнче 170 м (53671,92 т.), Пушкин ура-мĕнче 300 м (875958,23 т.), Кăшмасри Речная урамра 175 м (431105,18 т.), Çĕрпÿ-елĕнчи Хусанкай урамĕнче 130 м (870163,45 т.) тăршшĕ çулсене юсамалла пулать.
х х х
Шăрттан территори пайĕнче иртнĕ пĕрлехи пухура вырăнти пуçлăх Александр Саперов туса панă отчетлă доклада итлеме, ял-йышпа пĕр кăмăллă пулса, Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительствăпа тирпей-илем, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата çул-йĕр хуçалăхĕн пайĕн начальникĕ Маргарита Андреева, çак пайăн сектор заведующийĕ Екатерина Иванова тата муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Андрей Треньков хутшăннă.
Шăрттан территори пайне кĕрекен ял-поселоксенче - Огонекра, Костерта, Тымарта, Хыркассипе Шăрттанта хальхи вăхăтра пĕтĕмпе 1156 çын пурăнать, çав шутран вăй питти çулсенчи çынсен йышĕ - 782, 16 çул тултарман ачасемпе çамрăксем - 189 çын, ыттисем пенси çулĕнчисем. Докладра палăртнă тăрăх, 2024 çул вĕçĕ тĕлне илсен, уйрăм хушма хуçалăх тытакансен шутĕнче 510 хуçалăх пулнă, çĕнĕ микрорайонта тепĕр 98 çемье хушма хуçалăх тытать, Южная урамри 40-мĕш нумай хутлă çуртри хваттерсенче тепĕр 98 çемье пурăнать.
Шел пулсассăн та, ку территори пайĕнче пушаннă, никам та пурăнман пÿртсен йышĕ 145-е çитнĕ (22,25%). Иртнĕ çулталăк хушшинче 6 ача çуралнă, 12 çын çут тĕнчерен уйрăлнă.
Хушма хуçалăхсенче тытакан выльăхсен шучĕ çапларах% мăйракаллă шултра выльăхсем - 124 пуç, çав шутран 108 сăвакан ĕнесем, сыснасем - 7 пуç, сурăхсем - 254 пуç, кайăк-кĕшĕкпе чăх-чĕпсем - 745 пуç, пыл хурчĕ тытакансен, пĕтĕмĕшле шутпа, 156 вĕлле. Уйрăм хуçалăхсенче - 21 трактор, 50 мотоблок, груз турттармалли 11 транспорт, çăмăл машинăсен шучĕ 80 çитнĕ.
Отчетран çакă курăнать, территори пайĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарусем çинче никĕсленнĕ, общество инфратытăмне аталантарассипе çыхăннă проектсене реализацилесси çинчен» указне пурнăçа кĕртессипе ăнăçлă ĕçлеççĕ. 2024 çулта 6 проекта пурнăçланă. Тĕп усадьбăри Пионер урамĕнчи 204 м (смета хакĕ 593284 т.) тăршшĕ çула, Южная урамри 40-мĕш çурт патне пыракан çула (48 м, 491551 т.) юсанă.
Огонек поселокĕнчи Малиновка урамĕнчи çула 150 м тăршшĕ (436234 т) тикĕслесе хытарнă. Хыркассинчи Зеленая урамри 400 м çула йĕркене кĕртнĕ (705520 т.). Кунсăр пуçне çак урамрах, çулăн тепĕр участокĕнче, 320 м тăршшĕ проблемăллă вырăна юсаса тикĕслетнĕ (930634 т.).
Костер поселокĕнче пушар хуралĕшĕн уйрăмах кирлĕ шыв управне - пĕвене - тасатса тирпейленĕ (210000 т.).Вырăнти халăх активлă-хĕпе пуçарулăхне кура, тавралăхра, урамсенче тирпейлĕх, йĕрке тума пĕлтĕрхи çул пĕтĕмпе 3377223 т. тăкакланă. Кунсăр пуçне тата Чăваш Республикин транспорт министерствин пулăшăвĕпе усă курса Огонекри Малиновка урамĕнче тепĕр 330 м тăршшĕ çула юсаса хытарнă, уйăрса панă укçа-тенкĕ сумми - 784,670 т.
Территори пайĕн начальникĕ Александр Саперов ял-поселоксен сăн-сăпатне çĕнетсе лайăхлатма, хăтлăлăхне ÿстерме хăйсем енчен пысăк тÿпе хывакан, хастарлăхĕпе ыттисене те хавхалантаракан активистсене, уйрăм предпринимательсемпе хушма хуçалăха аталантаракан фермерсене ятранах аса илсе тухнă, ăшă кăмăлпа тав тунă.
Йĕпе-сапасенче çуран утса иртес те çук, машинăпа та каçмалла мар шурлăх пек çăралса тăракан урамсем куç умĕнчех тикĕсленчĕç, обществăлла вырăнсенче ачасемпе çамрăксем пуçтарăнса вылямалли, пушă вăхăта спортра ирттермелли площадкăсем ÿссе ларчĕç, тĕттĕм каçсенче урамсене çутă парса тăрассине йĕркене кĕртрĕç тата ыт. те. Ырă улшăнусене хĕпĕртесе кĕтсе илнĕ ял халăхĕ малалла та пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшакан тĕллевсене çул парасшăн, вĕсем пĕр шухăшлă пулса туса хатĕрленĕ пуçарулăх проекчĕсем кăçал та комисси тĕрĕслевĕ витĕр ăнăçлăн çĕнтерсе тухнă. Кăçал вĕсен пуçарулăх бюджечĕн программипе тепĕр 5 проекта ĕçе кĕртмелле: Костер поселокĕнчи Ленин урамĕнчи çула (150 м, сметăн пĕтĕмĕшле хакĕ 459679,48 т.), Огонек поселокĕнчи Малиновка урамĕнчи çула малалла юсамалла (370 м, 1138751,18 т.). Территори пайĕ халăх пуçарăвĕ çине таянса, Тымар поселокĕн Мир тата Туслăх урамĕсенчи пĕвесене тасатасшăн, ку тавралăха тирпей-илем кĕртесшĕн. Хыркассинчи Московская урамри шыв управĕн шыв юхса тăракан пăрăхне улăштарма, ку вырăнта юсав ĕçĕсем ирттерсе пĕвене çирĕплетме палăртаççĕ (350639,4 т.). Хыркассинчи Московская урамри çула 410 м (1116030 т.), Шăрттан ялĕнчи Советская урамри 415 м (728990 т.), Костерти Ленин урамĕнчи тепĕр 270 м (784670 т.) тăршшĕ çулсене юсаса хытарма тĕллев лартаççĕ.
Светлана Быкова
Август 2026 |
