2025 çул пирĕн республикăра çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕ шутланать. Эйпеçри «Аистенок» ача садĕнче ĕçлекен воспитательсен хăйсен тĕп теллевĕ - ачасене тăван çĕршыва, хамăр халăха, хамăр тăван çĕре юратма, ăна упрама вĕрентесси, тесе шутлаççĕ. Çак тĕллевпе пĕчĕккисемпе тĕрлĕ ĕç туса ирттереççĕ.
Кĕçех Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен кунĕ çитет. Çак кун тĕлне пĕтĕм çĕршывĕпе «Салтаксем валли – открытка» акци иртет. Пирĕн ача сачĕ те çак акцие хастар хутшăнать. Акă, сăмахран, «Смешарики» кĕçĕн ушкăна çÿрекен шăпăрлансем ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли саламлă открыткăсем туса хатĕрлерĕç.
Открытка ăсталанă май, кашни ачапа унăн ашшĕ-амăшĕ пирĕн çĕршыв хÿтĕлевçисен паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ çинчен воспитательсем каласа панине тимлĕн итлерĕ.
Ан тив, открытки питĕ ансат пулин те, ăна пурте таса чĕрепе пурнăçлани питĕ паха та курăмлă. +ак пĕчĕк çеç алăсем юратса хатĕрленĕ парне хальхи вăхăтра йывăр условисенче пурăнакан салтак чĕрисене ăшăтасса шанасах килет. +ĕршыв хÿтĕлевçисемшĕн çак открытка килтен çитнĕ ырă хыпар, уява лайăх парне пулса тăрĕ.
Пирĕн салтаксем тăван кĕтесе тĕрĕс-тĕкел, çĕнтерÿпе таврăнасса эпир шанатпăр, ĕненетпĕр. Хăвăртрах çеç çиттĕрчĕ çак самант.
Алина Константинова,
воспитатель
14 февраля 2025 г.
Август 2026 |
